Комментари хушас

7 Çу, 2018

Севастополе хÿтĕлесе пуç хунă ентешсене ĕмĕр асра тытар!

Чăваш наци конгресĕ паян, çу уйăхĕн 7-мĕшĕнче, Шупашкарти Чăваш патшалăх культура тата искусствăсен институтĕнче Çĕнтерÿ кунне халалланă ыр кăмăллăх концерчĕ йĕркелет. Билет хакĕ — 100 тенкĕ. Концерт 17 сехетре пуçланать.

Билет сутса пухнă укçана Тăван çĕршывăн 1941-1945 çулсенчи Аслă вăрçинче Севастополь хулине хÿтĕлесе пуç хунă чăваш салтакĕсене асăнса лартакан палăка тума усă курĕç. «Хурланакан амăшĕ» палăка Балаклава хулинчи Новиков урамĕнче 2018 çулхи çурла уйăхĕнче уçма йышăнн

Чăваш наци конгресĕ ырă кăмăллă çынсене пархатарлă çак ĕçе хутшăнма йыхравлать, çак реквизитсемпе укçа куçарма ыйтать.

Получатель:
Heкоммерческая организация «Благотворительный Фонд Межрегиональной общественной организации «Чувашский национальный Конгресс»
ИНН/КПП: 2128040642/213001001
Целевой счет на строительство памятника «Скорбящая мать»:
40703810775020100310 в Чувашском отделении ; 8613 ПАО Сбербанк
БИКK049706609
K/c 30101810300000000609

Ырă ĕç тума васкăр! Ыр кăмăллăх акцине хутшăнса хăвăр ята историре хăварăр!