Комментари хушас

3 Çу, 2018

Котеркассинче теплицăсем çĕкленеççĕ

Паян рспублика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкар районĕнчи Тутаркасси ял тăрăхĕнче тума пуçланă теплица комплексĕн строительствипе паллашрĕ.

Аса илтеретпĕр: ЧР Министрсен Кабинечĕ тата «Ренова» компанисен ушкăнĕ унăн проектне пурнăçа кĕртессишĕн 2017 çулхи нарăс уйăхĕнче, Раççейĕн «Сочи-2017» инвестици форумĕ ĕçленĕ кунсенче, пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçлесси çинчен меморандум çирĕплетнĕ. Комплекс 22 гектар йышăнĕ. Строительство еплерех пырать-ха?
— Ĕçсен çĕр айĕнче пурнăç- ламалли, никĕс хывмалли тапхăрне вĕçлесе пыратпăр, — пĕлтерчĕ проект ертÿçи Ярослав Гончаров. — Теплицăсен сăвайĕсене яма пуçларăмăр. Çывăх вăхăтрах тимĕр конструкцисене вырнаçтарма тытăнатпăр. Строительсене ĕçлеме çурхи ейÿ кăштах чăрмантарчĕ. Çанталăк ăшăтнăранпа виçĕ сменăпа ĕçлетпĕр. Объекта хăпартмалли лаптăка шыва илнĕ пирки графикран пăртак юлтăмăр. Çитес эрнесенче ăна хăваласа çитетпĕрех.
— Строительство вăй илсе пырать, — терĕ Михаил Игнатьев. — Çакна пурте куртăмăр. Сÿтсе явасса кĕтекен уйрăм ыйтусем пур. Вĕсем газ, электричество парса тăракансемпе çыхăннă. Пурне те вăхăтра татса памалла, графика пăхăнса ĕçлемелле. Ĕненетĕр-и — кăçалхи тăваттăмĕш квартал вĕçĕнче строительствăн пĕрремĕш тапхăрне тĕплесе теплицăн 11 гектар лаптăкне ĕçе кĕртеççĕ, тÿрех пахча çимĕç акаççĕ. Иккĕмĕш тапхăра 2019 çулта хута ярĕç. Кăçал тĕп строительствăна пурнăçлама 4 миллиард та 800 миллион тенкĕ — ĕçсене тума пăхнă пĕтĕм укçан 80 процентне яхăн — явăçтараççĕ. Çитес çул теплицăн кăшкарĕсене лартĕç, кантăкпа çыхăннă ĕçсене тăвĕç. Объекта вырнаçтармалли оборудованисен 70 процентне илсе килнĕ. Ку ĕç малалла пырать. Америка, Европăри патшалăхсем пире санкцилесе ура хума хăтланаççĕ. Эпир алă усса лармастпăр, тепли-цăсем хута ярса пахча çимĕç çитĕнтерме пуçлатпăр.
Инвестор проекта пурнăçа кĕртме пурĕ 6,5 млрд тенкĕ уйăрма, 2019 çул тĕлне 15 пин тонна пахча çимĕç туса илме палăртнă. Теплицăсенче 280 ытла ĕç вырăнĕ йĕркелесшĕн.

 

 

Рубрика: