Комментари хушас

1 Çу, 2018

Шупашкарта Çуркуннепе Ĕç уявне паллă турĕç

Çуркуннепе Ĕç уявне паллă тунă май паян Чăваш Енре тĕрлĕ мероприяти иртет. Шупашкарти парксемпе тĕрлĕ лапамра та ватти-вĕттине савăнтарма вăйăсем, концертсем йĕркелеççĕ.
Уявăн чи пысăк пулăмĕ вара — демонстраци. Тĕп хула урамĕсемпе общество организацийĕсен представителĕсем, хулари тĕрлĕ предприяти ĕçченĕсем, çамрăксемпе ветерансем — пин-пин çын утса иртрĕ. Оркестр ертсе пыракан колонна пуçне Чăваш Ен ертÿлĕхĕ тăчĕ.
Чапаев скверĕнчен пуçласа Хĕрлĕ тÿреме çитиех вĕлкĕшрĕç уяв ялавĕсем. Хĕвел ăшшипе савăнтармарĕ пулин те çумăр çуманшăн та хĕпĕртерĕ халăх. Тĕрлĕ тĕслĕ хăмпă, ялав, чечек-курăк тытнă çынсен сăнне йăл кулă пушшех илем кÿчĕ. Аслисемпе юнашарах савăнса утакан вĕт-шакăр уявăн хаваслă сĕмне татах та вăйлатрĕ.
Нина ДИМИТРИЕВА, Шупашкарти ветерансен пĕрлешĕвĕн ĕç тăвакан комитечĕн ертÿçи:
Уяв паян питĕ илемлĕ. Чăннипех те кăмăл çĕкленет. Хĕрлĕ тÿреме килсе концерт та куртăм. Хула, республика пуçлăхĕсем çынсемпе кăмăллă хутшăннине курса савăнтăм. Халăха çакă кирлĕ ĕнтĕ.
Маншăн ку Çуркунне, Ĕç уявĕ. Халăхпа пухăнса пĕрле савăнни. Эпир те ветерансен пĕрлешĕвĕпе демонстрацие хутшăнас терĕмĕр. Утса тухрăмăр. Пурте çав тери çĕкленÿллĕ кăмăллă халĕ. Ĕлĕкрен пырать ку йăла. Ун чухне унăн тĕллевĕ урăхларах пулнă-ха… Çавах та халĕ те кирлĕ. Çынсене пĕр тĕллев тавра пуçтарать, пĕрлештерет вăл. Ахаль канмалли кун кăна мар ку, чăннипех уяв паян. Çемьепех хутшăнмалла кунашкал мероприятисене
.
Светлана РОМАНОВА, Туслăх çурчĕн Чăваш Енри наци культурисен уйрăмĕн ертÿçи:
Çуркуннепе Ĕç уявĕ чаплă кăна мар, кирлĕ те. Халăх çакнашкал пухăнни, уявра пĕрле пулни малашне те тăрăшуллă ĕçлеме хавхалантарать. Пурте пĕрле утнинче туслă ĕçлени курăнать тата. Эппин, пирĕн Раççей, Чăваш Ен те тата та çÿллĕ шая хăпарса пырать. Туслă пурăнсан çеç ÿсĕм курăнать-çке.
Светлана ТЯХМУСОВА, Республикăри халăх пултарулăх центрĕн халăх пултарулăхĕн пайĕн ертÿçи:
Ĕç халăхĕпе пĕрле демонстрацие тухасси тахçантан пыракан йăла. Эпир те çак уява хаваспах хутшăнатпăр. Юрлас, ташлас килет. Çакнашкал мероприятисене тухсан хавхаланатăн та татах та ытларах, тăрăшарах ĕçлес килет. Чун-чĕрере мĕн тери патриотла туйăм вăранать!
Наталья ТИТУШИНА, Шупашкарти кĕмĕл волонтерсен кооридинаторĕ:
Питĕ çутă çак уяв. Савăнăçлă та хаваслă вăл. Шăпах майăн 1-мĕшĕнче тĕрлĕ организацисемпе пухăнса эпир пĕрле пĕр пысăк вăй иккенне хамăр туйса илма пултаратпăр. Эпир — пĕр тĕвĕре. Эпир — вăйлă. Чăваш Ен çак хăватпа аталансах пытăр. Кĕмĕл волонтерсен юхăмĕ те вăй илсе пытăр паллах.
Шупашкарта пурăннишĕн питех те мăнаçланатăп. Хам Саратовран пулсан та Чăваш Енпе питĕ мухтанатăп. Мĕн тери савăнăç халĕ чун-чĕрере — юрлас-ташлас килет.

Елена ПУДОВКИНА, Шупашкарти вулавăшсен пĕрлешĕвĕн ĕçченĕ:
Мĕн тери хăпартлану, савăнăç чунăмра. Çанталăк та кăмăла уçать. Çак уяв пире пĕр чăмăра пухать. Кар тăрса пĕрле утни кирлех. Халăх мăнаçлăхне туйма парать çакă. Ачасене те уяв пирки каласа кăтартмалла — истори ку. Вĕсем ÿснĕ май ывăл-хĕре те уява хутшăнма май туса памалла.

Фоторепортаж...

Рубрика: 
Теги: