Комментари хушас

1 Çу, 2018

Çуркуннепе Ĕç уявĕ: музыка фестивалĕ те, экскурси те, уяв колонни те

Паян, çу уйăхĕн 1-мĕшĕнче, Шупашкарти Хĕрлĕ тÿремре, парксенче Çуркуннепе Ĕç уявне халалланă анлă мероприятисем иртрĕç. Уяв колоннине яланхиллех халăх йышлă тухрĕ. Тĕрлĕ ĕçре тăрăшакансемпе тĕрлĕ ÿсĕмрисем, çав шутра çамрăксем те, тăчĕç.

Оркестрпа пĕрле хула урамĕсем тăрăх утакансем Хĕрлĕ тÿреме çитрĕç. Унсăр пуçне Лакрей вăрманĕнче музыка фестивалĕ, А.Г.Николаев космонавт ячĕллĕ ача-пăча паркĕнче пĕчĕккисем валли ятарлă программа, экскурси йĕркелерĕç. Волонтерсем хăюсем, Раççей, Чăваш Ен ялавĕсем салатрĕç.

Халăх йышлă пуçтарăнакан вырăнсене турникет урлă тĕрĕслесе кĕртрĕç.

Гурбанияз МУХАМОВ, Чăваш Енри çамрăксен ассамблейин членĕ:

Раççейре кунашкал уяв пуррине Чăваш Ене килсен кăна пĕлтĕм. Эпир те унта хамăр ентешсемпе пĕрле хаваспах хутшăнатпăр. Уйрăмах пире уяв концерчĕ килĕшет. Пирĕн çĕршывра та çуркунне çитнине паллă тăваççĕ, анчах ăна пуш уйăхĕн 1-мĕшĕнче ирттереççĕ. Туркменистанра хула урамĕпе юрласа савăнса утас йăла çук. Пĕтĕм тĕнчери велосипед кунне уявланă чухне икĕ кустăрмаллă урхамахсемпе урамра ăмăртса чупаççĕ тата Сапармурат Туркменбашине халалласа уяв ирттереççĕ.

Акоп ПОГОСЯН, Раççейри эрменсен союзĕн Чăваш Енри уйрăмĕн председателĕ:

- Çуркуннепе Ĕç уявĕ маншăн яланах пĕлтерĕшлĕ. Вăл тĕрлĕ халăха пĕтĕçтерет, туслаштарать. Уявра вун-вун çын алла-аллăн тытăнса аслă урампа утса иртет. Эпир те мероприятирен юлмарăмăр. Çак кун чăн-чăн çуркунне çитнĕн туйăнать. Вăл ĕç çыннине малашне тăрăшма вăй хушать.

Игорь ПОРУЧИКОВ: ЧР Ĕçлев министерствин пĕрлешÿллĕ профсоюз организацийĕн ертсе пыракан специалисчĕ:

— Профсоюз организацийĕ кăçалхи демонстрацие, уяв акцийĕсене «Тивĕçлĕ ĕçшĕн, тĕрĕс социаллă политикăшăн!» лозунгпа тухрĕ. Паян - пысăк уяв, çав вăхăтрах ĕç çыннишĕн хăйĕн правине хÿтĕлемелли, интересĕшĕн кĕрешмелли кун та. Тивĕçлĕ шалу, кану, хăрушсăрлăхлă ĕç условийĕсем кашниншĕн пĕлтерĕшлĕ.

Зинаида СТЕПАНОВА, Республикăри вĕрентÿ профсоюзĕн председателĕ:

— Çу уйăхĕн 1-мĕшĕ — ĕçлекен халăхăн уявĕ. Çак куна эпир, профсоюз хутлăхĕнче тăрăшакансем, хамăр пирки аса илтермелли кун пек те йышăнатпăр. Мĕнле тĕллевпе пурăнатпăр, мĕн хумхантарать пире, ĕçлекен йыша? Çакăн çинчен уççăн калаçни уявăн хаваслăх кÿрес витĕмне пĕртте чакармасть. Çулталăкăн илемлĕ тапхăрĕнче — çут çанталăк хĕл ыйхинчен вăраннă вăхăтра — пулакан праçнике халăх йышлăн хутшăнни вăл паянхи куна чăнах та кĕтнине çирĕплетет. Тĕрлĕ тĕслĕ хăмпăсемпе, чечексемпе, ялавсемпе хула урамĕсем тăрăх ушкăнăн-ушкăнăн утни тĕрлĕ ÿсĕмри, тĕрлĕ тытăмра ĕçлекен çынсен пĕрлĕх туйăмне вăйлатать. Юрă-кĕвĕ ытамĕнче çума-çумăн пыни кăмăла та çĕклет.

Рубрика: 
Теги: