Комментари хушас

23 Ака, 2018

Çĕнĕ йыш çĕнĕ вăйпа ĕçлеме хатĕрленет

Паян Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Правительство çуртĕнче Чăваш Республикин Общество палатин членĕсен кандидачĕсемпе тĕл пулчĕ.

Йышра — Пĕтĕм Раççейри общество организацийĕсен уйрăмĕсем тата регионти пĕрлĕхсем сĕннĕ çынсем. Вĕсен хушшинче çĕннисем те, нумай çул çак тытăмра вăй хуракансем те пур. «Сирĕн çине питĕ пысăк яваплăх тиенет», — терĕ Михаил Игнатьев республика халăхĕн ырлăхĕшĕн ĕçлеме хатĕрленекенсене ырă суннă май.

Общество палати республикăра сакăр çул каялла йĕркеленнĕ. Çак хушăра, республика Пуçлăхĕ каланă тăрăх, палата членĕсем сахал мар ырă ĕç тунă. Сăмахран, кăçал РФ Президенчĕн суйлавне йĕркелесе ирттерме хастар хутшăннă. Суйлав уççăн тата тĕрĕс иртнĕ-и? Пĕлтерĕшлĕ çак ыйтăва Общество палатин членĕсем сăнаса тăнă, лайăх ĕçшĕн пысăк тава тивĕçнĕ. Çавăн пекех республика ертÿлĕхĕн хушăвĕсемпе саккунĕсене сÿтсе явас, тĕрĕс йышăну тума хистес енĕпе те вĕсен тÿпи пысăк.

Çĕнĕ йыша кĕме хатĕрленнĕ кандидатсем малашне те тăрăшса ĕçлессине палăртрĕç.

 

Теги: