Комментари хушас

12 Ака, 2018

Мускава — оратор ăстисен конкурсне

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендине, паллах, кашни çамрăк илме ĕмĕтленет. Çакна тивĕçес тесен вĕренÿре тата ĕçре пуçарулăх кăтартмалла, çитĕнÿ тумалла. Хастар, хăюллă пулмалла, пур ĕçре те ĕлкĕрме тăрăшмалла. Елчĕк районĕнчи Елчĕк шкулĕнче кун пек ача чылай. Вĕсен йышĕ кашни çул ÿссе пырать. Кăçал пирĕн шкулти 9 вĕренекен тивĕçрĕ стипендие. Пултаруллисенчен пĕринпе паян «Тантăш» вулаканĕсене паллаштаратăп.

Чи лайăх командир

Стипендиатсенчен чи çамрăкки — 8-мĕш кадет класĕнче вĕренекен Екатерина Цыганова. Çамрăк пулсан та унăн çитĕнĕвĕсене кирек кам та ăмсанма пултарать. Хăюллă та паттăр хĕр кашни çулах «Зарницăпа» «Орленок» çарпа патриотизм вăййисене хутшăнать. Катя — «Зарница» ушкăн командирĕ те. «Пултаруллисен хушшинче чи маттуррине суйласа илме йывăр. Тĕрлĕ конкурс витĕр тухнă хыççăн мана командир пулма йышăнчĕç. Эпĕ, паллах, килĕшрĕм. Команда ăмăртура мĕнле палăрасси ăна ертсе пыраканран нумай килет. Командирăн ялан малалла ăнтăлмалла, ыттисемшĕн тĕслĕх пулмалла. Эпĕ те хамăн тивĕçе çÿллĕ шайра тытса пыма тăрăшатăп», — шухăшне пĕлтерчĕ çамрăк командир.
Сăмах май, район шайĕнчи «Зарницăпа» «Орленок» вăййисенче Катьăн команди пĕлтĕр 1-мĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Ку çитĕнÿре унăн тÿпи пысăк. Ушкăн командирĕсен хушшинче иртекен «Командир малта утать» ăмăртура Катя мала тухнă. Ыттисене тĕслĕх кăтартакан чăн-чăн ертÿçĕн мĕнле пулмаллине çак конкурсра вăл ăста палăртнă.

Пурнăçланнă ĕмĕт

2016 çулта Катя Пĕтĕм тĕнчери «Артек» ача-пăча центрĕнче пулма тивĕçнĕ. «Манăн та ытти ача пекех Хура тинĕс хĕррине «Артека» питĕ кайса курас килетчĕ. Çак ĕмĕте пурнăçлама тĕрлĕ конкурс-мероприятие хастар хутшăнни пулăшрĕ. Ун чухне епле хĕпĕртенине халĕ те лайăх ас тăватăп. «Артек» — ачалăх тĕнчи. Унта ирттернĕ ырă вăхăт асăмран нихăçан та тухас çук. Тĕрлĕ çĕршыври, регионти ачасемпе туслашни, вĕсен шухăш-кăмăлĕпе паллашма май пулни — çакă чĕрене ĕмĕрлĕхех кĕрсе юлчĕ. Унта пултарулăх конкурсĕ нумай иртрĕ. Эпĕ кашнинех хутшăнма тăрăшрăм. Сăвă вулакансен конкурсĕнче çĕнтерÿçĕ пулса тăтăм. «Лагерь пики» конкурсра та отряд чысне тивĕçлĕн хÿтĕлерĕм, — йăл кулăпа аса илчĕ чиперкке конкурссене хутшăннă самантсене.

Чăваш Ен чысне хÿтĕленĕ

Нумаях пулмасть Катя Мускавра пулчĕ. Вăл унта Раççей шайĕнче иртнĕ «Манăн вырăс чĕлхи» оратор ăстисен конкурсне хутшăннă. Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.