Комментари хушас

11 Ака, 2018

Чĕмпĕр облаçĕнче ачасен чăваш кĕнекин «Халăх мерченĕсем» уявĕ иртнĕ

Чĕмпĕр облаçĕнчи С.Т. Аксаков ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен библиотекинче чăваш кĕнекин «Халăх мерченĕсем» уявне йĕркеленĕ. Ăна Аслă Вĕрентекенĕмĕр Иван Яковлев çуралнăранпа 170 çул çитнине халалланă.

Уява Чĕмпĕр тăрăхĕнчи чăваш чĕлхи вĕрентекенĕсем, библиотека специалисчĕсем, музей ĕçченĕсем хутшăннă. Галина Белгалис, Светлана Гордеева, Валентина Тарават хăйсен сăввисене вуланă. Чĕмпĕрти Атăлçи халăхĕсен культурине вĕрентекен 55-мĕш шкул ачисем юрă саламĕ хатĕрленĕ. Мероприятие килнисене Иван Яковлев пурнăçĕ çинчен документ фильмĕ кăтартнă.

Чăваш Республикинчи тата Чĕмпĕр облаçĕнчи ача-пăча библиотекисен ĕçченĕсем тăван халăх йăли-йĕркине, культурине сарас тĕлĕшпе ĕçлемелли тавра калаçнă, вулакансем валли ăсталăх класĕсем йĕркеленĕ. Юлашкинчен уява хутшăннисем Иван Яковлев палăкĕ умне чечексем хунă.

 

Рубрика: