Комментари хушас

1 Ака, 2018

Аграрисене çамăллăхлă кредит парĕç

Банксем субсиди памалли йĕркене улшăну кĕртме палăртнă. Ял хуçалăх организацийĕсен пĕтĕм укçа çаврăнăшĕнчи парăмĕ /пени, штрафпа унăн проценчĕ/ 5 процентран ытла пулмасан банксенчен çăмăллăхлă кредит илме ирĕк пулĕ.

2017 çулхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕ хыççăн коммерци ставкипе кредит уйăрма ыйтнисен килĕшÿ условине улăштарма май килĕ. Çăмăллăхлă йĕркепе кредит илме тунă малтанхи килĕшĕве татса урăх банкпа килĕшÿ тума юрĕ. 

Панкрута тухас патне çитнĕ ял хуçалăх организацийĕсене çăмăллăхлă кредит памĕç. Улшăнăва Раççей Правительстви çирĕплетнĕ ĕнтĕ. Хальхи вăхăтра вăл коррупцие хирĕçле экспертиза витĕр тухать.

Рубрика: