Комментари хушас

29 Пуш, 2018

Пулас режиссер Юлия Касаева 500 пин тенкĕ грант çĕнсе илнĕ

ЧР Культура министерствин пресс-служби Чăваш патшалăх культурăпа искусствăсен институчĕн студенчĕ Юлия Касаева (сăн ÿкерчĕкре) Пĕтĕм Раççейри «Çамрăксен пултарулăх пуçарăвĕсем» проектсен конкурсĕнче мала тухни çинчен пĕлтерет.

Унăн «Палатăри театр» ĕçĕ 500 пин тенкĕ гранта тивĕçнĕ. Вăл спектакльсен тата уявсен режиссерне вĕренет. Çавнашкалах Чăваш Республикинчи 3 çамрăк çĕнтерÿçĕсен йышне кĕнине палăртмалла. Ку конкурса 14-30 çулти хĕрсемпе каччăсем хутшăнма пултараççĕ.

 

Рубрика: