Комментари хушас

28 Пуш, 2018

Чăваш Енĕн патшалăх парăмĕ планпа пăхнă чи пысăк виçерен те пĕчĕкрех

Министрсен Кабинечĕн Иван Моторин премьер ертсе пынипе иртнĕ паянхи лару Кемĕр хулинче хăрушă пушарта вилнисене асăннинчен пуçланчĕ — пĕр минут шăп тăчĕç.

Кун йĕркинчи тĕп ыйтусен шутĕнче вара — республикăн 2017 çулхи бюджетне пурнăçланине пĕтĕмлетесси. Финанс министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Фарида Муратова палăртнă тăрăх, бюджет тупăшĕ 44 миллиард тенке кăшт кăна çитеймен, ку 2016-мĕш çулхинчен 6,3% пысăкрах. Республикăн патшалăх парăмĕ 14,1 миллиард тенкĕ ытларах пулнă, çакă та планпа пăхнă чи пысăк виçерен пĕчĕкрех. «Парăмăн республикăра пурăнакан кашни çын пуçне тивекен виçипе Чăваш Ен Атăлçи округĕнчи виçĕ лидер шутĕнче», — пĕлтерчĕ Фарида Халиковна. Çулталăк отчетне ырларĕç, ăна çирĕплетме Патшалăх Канашне ярса парĕç.

Вице-премьер — экономика аталанăвĕн министрĕ Владимир Аврелькин Раççей Президенчĕн Федераци Пухăвне янă Çырăвĕнче палăртнă тĕллевсене пурнăçлас тĕлĕшпе Чăваш Енĕн ĕç тăвакан влаç органĕсен умĕнчи ĕçсен планĕпе паллаштарчĕ. Вĕрентÿ пахалăхне лайăхлатас, çамрăк кадрсем валли ялта условисем туса парас, ачаллă çемьесене тĕревлес тĕлĕшпе тимлĕх уйрăмах пысăк пулмалла. Инвестици климатне лайăхлатассипе, вăтам тата пĕчĕк бизнеса аталантарассипе, экспорта вăй парассипе çыхăннă ĕçсене те тĕпе хунă. 

 

Теги: