Комментари хушас

16 Пуш, 2018

Ăшăнма кăвайт чĕртнĕ те çунса кайнă

Çĕмĕрле районĕнчи Лесной поселокра çунса кайнă арçын виллине тупнă. Вăл сÿннĕ кăвайтпа юнашар выртнă. 

Йĕрке хуралçисем палăртнă тăрăх, 61 çулти арçыннă пурăнмалли кĕтес пулман. Ăшăнас тесе вăл хутран-ситрен урамра кăвайт чĕртнĕ. Бомжа хула çыннисем час-часах ÿсĕр курнă.

Лару-тăрăва РФ СК Чăваш Енри управленийĕ тĕпчет. Вилĕмĕн тĕрĕс сăлтавĕ судмедэкспертиза хыççăн паллă пулĕ.

 

Теги: