Комментари хушас

6 Пуш, 2018

Краснорамейскинчи лару: тĕллев уçăмлă — пурнăçламалла!

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев паян Красноармейски районĕн 2017 çулхи социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвне тишкерекен тата 2018 çул валли тĕллевсем палăртакан ларăва уçнă май халăх хуçалăхĕн тĕп отраслĕсем валли кăçал мĕн чухлĕ укçа уйăрнине пайăррăн каласа тухрĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Кузнецов докладра муниципалитет пĕлтĕр япăх мар ĕçленине, чылай енĕпе çитĕнÿсем пуррине асăнчĕ. Сăмахран, уйăхри вăтам ĕç укçине хăпартассипе /ÿсĕм — 11,6%/ районсен хушшинче 2-мĕш вырăнта, вăл 27572 тенке çитнĕ. Шалу енĕпе парăм çук. Ĕçсĕррисен йышне чакарассипе те çÿлтен иккĕмĕш картлашкара, плана 148,4% тултарнă /республикипе — 116,3%/. Обществăлла апатлану çаврăнăшĕ 5,1% ÿснĕ — виççĕмĕш кăтарту. Аш-какай, сĕт туса илессипе те малтисен ретĕнче. Çав вăхăтрах пурăнмалли çурт-йĕр тăвассипе — строительсем, çут çанталăк газĕпе, электричествăпа усă курнăшăн халăхран укçа пуçтарас енĕпе ЖКХ организацийĕсем япăх ĕçленĕ — парăм пысăк.

Ял хуçалăх организацийĕсемпе хресчен-фермер хуçалăхĕсенче мăйракаллă шултра выльăх шучĕ чаксах пырать, çулталăк пуçланнă тĕле 2,8 пин пуç шутланнă. Пĕлтĕр 3,2% /çав вăхăтрах республикăра 1,5% хушăннă/ сахалланнă. Районта мĕн пурĕ 1,2 ĕне, йышĕ 0,5% чакнă.

Демрграфи те савăнтармасть. Пĕлтĕр, виçĕм çулхипе танлаштарсан, ача 19,4% сахалрах çуралнă, леш тĕнчене 1,1% ытларах çын кайнă. Сывлăх сыхлавĕн тытăмĕнче аслă, çавăн пекех вăтам сыпăкри специалистсем çитмеççĕ.

Александр Кузнецов кăçал тумалли тĕп ĕçсемпе паллаштарчĕ. Калăпăшĕ пĕчĕк мар. Михаил Игнатьев вĕсем уçăмлине, анчах тĕллевлĕ вăй хурсан, çине тăрсан пурнăçлама май пуррине палăртрĕ.