Комментари хушас

2 Пуш, 2018

Хĕрлĕ Чутайсемпе Етĕрнесем пĕлтĕрхи ĕç-хĕле пĕтĕмлетрĕç

Паян Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Хĕрлĕ Чутай тата Етĕрне районĕсен 2017 çулхи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн кăтартăвĕсене пĕтĕмлетме тата 2018 çул валли çĕнĕ тĕллевсем лартма йĕркеленĕ ларăва хутшăнчĕ.
Иртнĕ çул, районсен администрацийĕсен пуçлăхĕсем Александр Башкиров тата Андрей Софронов палăртнă тăрăх, муниципалитетсемшĕн ансат çулталăк пулман. Çапах та хăш-пĕр енĕпе çитĕнÿ тума май килнĕ. Строительствăра, çул-йĕр хуçалăхĕнче, ял хуçалăх продукцине туса илес енĕпе ÿсĕмсем пур. Районсенче инвестиции проекчĕсем те пурнăçланаççĕ. Çав вăхăтрах хăш-пĕр отрасльте çивĕч ыйтусем те çук мар. Сăмахран, вĕрентÿ тытăмĕнче çамрăк кадрсем çитменни палăрать, педагогсен квалификации шайне ÿстересси те тĕп тĕллевсен шутĕнче. Демографи лурă-тăрăвĕ те ансатах мар…
Районсенче пушă выртакан çĕр те чылай. Çавна май вĕсенчен налук тупăшĕ те, аренда укçи те килмест. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çав лаптăксене пусă çаврăнăшне кĕртсен бюджетăн тупăш пайне чылай пысăклатма май килесси çинчен асăрхаттарчĕ. ЧР финанс министрĕн çумĕ Фарида Муратова тупăша ÿстермелли çул-йĕрсен шутĕнче çавăн пекех «сăрă» схемăпа ĕçлекенсене официаллă йĕрке çине куçарассине те палăртрĕ.
Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çакнашкал ларусенче яланах уççăн калаçма, пурне те калаçăва хутшăнма ыйтать. Хальхинче те залра ларакансен хушшинче ыйту паракан чылай пулчĕ. Халăха тĕпрен илсен çăмăллăхлă кредитсем, сĕт хакĕ, ялсен хушшинчи çулсене юсасси кăсăклантарать.

Валентина БАГАДЕРОВА

Рубрика: 
Теги: