Комментари хушас

27 Нарăс, 2018

Ача çурчĕсем футбол выляссипе ăмăртнă

Çĕрпÿри «Асамат» ФСКра ача çурчĕсен тата интернат шкулсен хушшинче Пĕтĕм Раççейри мини футбол чемпионачĕн регионти тапхăрĕ иртнĕ. Унта Вăрнар районĕнчи Калининăри сывлăх енчен хавшак ачасен интернат шкулĕн команди çĕнтернĕ.

Футбол лапамĕнче Çĕрпÿ, Çĕмĕрле хулисенчи, Кÿкеç, Йĕпреç, Калинино тата Саланчăк поселокĕсенчи тĕрлĕ ÿсĕмри командăсем ăмăртнă. Калининăри 12-13 çулсенчи ачасен команди Оренбургра Атăлçи шайĕнче иртекен ăмăртăва хутшăнĕ. Вĕсем унта Сочири финала лекессишĕн ытти регионти çамрăк футболистсемпе вылĕç. Турнир çĕнтерÿçисем Лондона çитĕç.

Ăмăртура Калининăри 11 çулти Вениамин Шиверев палăрнă. Çĕнтерÿре унăн тÿпи пысăк. Командăн çамрăк капитанĕ ыттисемшĕн тĕслĕх.

 

Рубрика: