Комментари хушас

Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Мăн Этмен шкулĕнче ачасен пултарулăхне аталантарма, хавхалантарма тăрăшаççĕ. Çавна май час-часах паллă çынсемпе тĕл пулу йĕркелеççĕ. Литература каçĕ ирттересси те йăлана кĕнĕ.

Нумаях пулмасть чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕ Татьяна Горбунова тата ялти вулавăш ĕçченĕ Екатерина Николаева тăрăшнипе «Турханах туртать ман чун» пултарулăх тĕл пулăвĕ иртнĕ. Хăнара поэт, публицист, Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Турхан ялĕнче çуралса ӳснĕ Александр Трофимов пулнă. Çавна май Татьяна Васильевна ачасене поэтăн кĕнекисемпе паллаштарнă, чĕрĕ калаçу йĕркелеме пулăшнă. Вулавăш ĕçченĕ Екатерина Николаевна вара Александр Трофимовăн пурнăçĕпе тата пултарулăхĕпе, хайлавĕсемпе паллаштаракан презентаци кăтартнă.

Поэтăн сăввисем аннене, тăван ене юратма чĕнеççĕ. Вăл хăйĕн ачалăхĕ пирки каласа пани тĕл пулăва тата кăсăклăрах ирттерме май панă.

Çавнашкал тĕл пулусем ачасемшĕн питĕ усăллă.

 

Лариса ПЕТРОВА. Татьяна ГОРБУНОВАН сăн ӳкерчĕкĕ.

Исключить из Яндекс-Новостей: