Шупашкар кинофестивалĕ чăвашсемсĕр ан ирттĕр
Çу уйăхĕн 19-мĕшĕнче республикăн тĕп хулинче халăхсен хушшинчи кинофестиваль уçăлать. Кино уявĕ Чăваш Енре çиччĕмĕш хут иртет. Çулран çул унăн сумĕ ÿссе, ырă ячĕ сарăлса пырать. Киноискусствăна хаклакансемшĕн те, ахаль кураканшăн та вăл - пĕлтерĕшлĕ пулăм. Пысăк экран çинче пахалăхлă фильмсем пăхма, паллă артистсемпе куçа-куçăн курса калаçма май пурри те илĕртет çынсене.
Кинофестивалĕн курăмлă тепĕр енĕ - сахал йышлă халăхсен кинематографĕсен ĕçĕсене халăх патне çитерни. Кăçал акă, сăмахран, тĕп конкурссăр пуçне наци киностудийĕсен конкурсне уйрăм ирттерме палăртнă. Паллах, çак тупăшура хамăрăн, чăвашсен, кино ăстисен ĕçĕсене питĕ курас килет. Якутсен, пушкăртсен, тутарсен, хакассен ĕçĕсем кашни çул тенĕ пекех фестивале хутшăннине шута илсен - пушшех те... Кÿршĕсенчен юларах пыни кÿрентерет, хамăра хамăр хисепе хуман пек туйăнать. Чăваш Енре иртекен фестивальте чăваш режиссерĕсем ÿкернĕ фильмсене кăтартмаллах ĕнтĕ. Вĕсем, тен, конкурса хутшăнмалăх "пиçсе" çитеймен те пулĕ. Çапах та çынсене кăсăклантарма пултараççех. Ку шухăш халĕ çеç тĕвĕленсе килнĕскер мар. Çакăн йышши кăмăлсăр калаçусем темиçе çул каяллах илтĕнкелетчĕç.
Халĕ пăр тапранчĕ темелле-ши: VII кинофестивале хатĕрленнĕ май ирттернĕ пресс-конференцире кăçал чăваш авторĕсен фильмĕсене кăтартма шухăшлани çинчен пĕлтерчĕç. 2014 çулта, киноискусствăшăн пĕлтерĕшлĕ çулталăкра, çакă питех те вырăнлă пулĕччĕ. Çурла уйăхĕн 27-мĕшĕнче "Кино тата фотопромышленноçа национализацилесси çинчен" декрет кăларнăранпа 95 çул çитет. Чăваш Республикинче те 1920-1930 çулсен чиккинче наци кинопроизводстви йĕркеленнĕ. Çав тапхăрта чăваш кинофильмĕсем кун çути курни чăваш халăхне çутта кăларас тата культурине аталантарас тĕлĕшпе тунă мал курăмлă утăм пулса тăнă. Чăваш кинематографийĕн историйĕ Иоаким Максимов-Кошкинский тата Тани Юн ячĕсемпе тачă çыхăннă. Вĕсем пĕр ĕмĕре яхăн каялла ÿкернĕ фильмсем паян та сумне, пĕлтерĕшне çухатман. Çĕр-шыв çĕнĕ саманара ура çине тăнă тапхăрта кино ĕçне пысăка хума пултарнă пулсан - халĕ мĕн чăрмантарать? Чăвашсен режиссерсем те, операторсем те, продюсерсем те пур. Халĕччен сахал мар фильм ÿкернĕ, анчах вĕсене телекуравпа пăхма та, кинотеатрсенче курма та май çук. Çакăн евĕр лару-тăрура тĕнче шайне çĕкленесси пирки калаçни сăмах ваклани кăна.
Çапах та чăваш киновĕ малашлăхсăр тесе калассăм килмест. Шанăç юлашкинчен пĕтнине шута илсен... Юлашки вăхăтра пулса иртнĕ ĕçсем çапла пĕтĕмлетме хистеççĕ. Чăваш кинематографисчĕсем пĕрлешме шухăш тытни нумай проекта пурнăçа кĕртме май парасси иккĕлентермест. Пĕрлĕхре - вăй. Республикăра пултарулăх ушкăнĕсем иккĕ-виççĕ кăна мар, темиçе те. Анчах вĕсем кашни хăй тĕллĕн ĕçленĕренех, ахăртнех, пысăк çитĕнÿсемех тăвайман. Культура министерстви те пĕрлĕх йĕркелес шухăша ырласа йышăннă. Капла наци кинофильмĕсене хатĕрлекенсене республика, Раççей гранчĕсене илме майсем ытларах пулĕç. Пĕр пухура чăваш кинематографисчĕсем патшалăх пулăшăвĕсĕр курăмлă ĕçсем хатĕрлеме йывăррине палăртрĕç. Чăнах та, республика темиçе çул каялла пĕртен пĕрре Н.Бичурин çинчен фильм ÿкерме нухрат уйăрнă пулнă, ăна та вĕçне çитереймен.
Çак ыйтупа кăсăкланса чылай çăл куç информацийĕпе паллашрăм. Бурятсен ырă тĕслĕхĕ пирки çырни куç тĕлне пулчĕ. Правительство наци фильмĕсене хатĕрлекенсене тавăрса памалла мар субсидипе тивĕçтерме йышăннă. Укçа-тенкĕне ачасемпе çамрăксем валли, социаллă пĕлтерĕшлĕ темăсене çутатакан, анимаци наци фильмĕсене ÿкерекенсем илме пултараççĕ. Бюджет пулăшăвĕпе кинематографистсен тăкаксене саплаштарнисĕр пуçне регионсен хушшинчи кинофестивальсене, ытти мероприятие хутшăнма ирĕк пур. Çапла майпа республика ертÿлĕхĕ наци фильмĕсене аталантарма, кинематограф тытăмĕнчи çыхăнусене çирĕплетме палăртать.
Патшалăх тĕревĕ пурри сисĕнетех çав: юлашки вăхăтра Бурятире наци киновĕ вăйлă аталанать. Уйрăмах С.Лыгденов режиссер бурят чĕлхи çинчен ÿкернĕ фильмсемпе палăрнă. "Булаг" картинăра, сăмахран, сăнарсем бурятла калаçаççĕ. Ку фильм халăхсен хушшинчи никама пăхăнман кинофестивалĕн "Офсайд" программинче пĕрремĕш вырăн йышăннă, Якутири халăхсен хушшинчи фестивалĕн гран-прине çĕнсе илнĕ. Çак фильм пирки кăшт асăрхаттарни, систерни шайĕнче пултăр тесе çыртăм. Шел те, "Чăваш халăхĕн йышĕ çулран çул чакса пырать. Чăвашла фильмсене пăхакансем сахалланаççĕ. Апла тăк мĕншĕн ÿкермелле?" - текен те çук мар. Çапла шухăшлани, калаçни тĕрĕсех мар. Манăн шухăшăмпа - çитĕнÿ сăнарсем хăш чĕлхепе калаçнинче мар. Чăваш чăвашсем пирки чăвашла кĕнеке çырмасан, кино ÿкермесен тата кам тăвĕ çак ĕçе?
...Пуçламăшĕ пур. Чăваш кинематографĕсен пĕрлĕхĕ тавра пуçланă сăмах патне таврăнар-ха. Хальлĕхе вăл Чăваш Республикинче ĕçлекен общество организацийĕ шутланать. Малашне, тен, Раççей союзĕн регион уйрăмĕ те пулса тăрĕ. Грантсем çĕнсе илме, паллах, пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçсем кирлĕ. Телее, наци фильмĕсем хатĕрлес тĕлĕшпе нумай çул ĕçлесе пуян опыт пухнă, шанăç паракан специалистсем чăваш кинематографисчĕсен йышĕнче пур.