Комментари хушас

Чăваш Енре çил-тăман алхасать. Автоçулсен управленийĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, нарăсăн 4-5-мĕшĕсенче 100 яхăн ятарлă техника çул çине тухнă. Тунтикун ирхине Шупашкар урамĕсенче 136 çул-йĕр ĕçченĕ тăрăшнă. Грейдер, МТЗ трактор, çул-йĕре тасатмалли машина — пĕтĕмпе 126 техника хатĕрĕ — кăларнă.

Чăваш Ен ÇÇХПИйĕ водительсемпе çуран çÿрекенсене çул çинче тимлĕ пулма ыйтать, сыхлăх пирки аса илтерет. Çил хăвăртлăхĕ пысăк пулнăран Çĕнĕ Шупашкарти Советски урамĕнче реклама щичĕ ÿкнĕ, «Хулаçум автовокзалĕ» чарăнури çул-йĕр паллине тÿннĕ. ЧР строительство министрĕн заместителĕ Максим Иванов Инстаграмри страницинче Муркаш районĕнчи 18 ял çутăсăр юлнине палăртнă. «Пĕтĕмпе 6782 çын» — пĕлтернĕ вăл. 62 подстанци ĕçĕ чарăннă. Аварие сирме май килнĕ.

Ольга КАЛИТОВА.