Комментари хушас

1 Feb, 2018 | Спорт | ăмăртусем

Пĕтĕм Раççейри „Йĕлтĕр йĕрĕ“ ăмăртăва йĕркелесси ырă йăлана кĕчĕ. Йĕлтĕрпе чупма юратакансен ăмăртăвне кăçал нарăс уйăхĕн 10-мĕшĕнче ирттерме палăртнă.

Кăнтăр Корейăра пĕр кун маларах старт илекен Олимп вăййисене халалланă ăна. Тĕнче ăмăртăвне хутшăнма тивĕç пулнă спортсменсене хавхалантарас тата Пенчхан хулине кайма ирĕк паманнисен кăмăл-туйăмне çĕклес тĕллевпе иртет вăл. "Раççей йĕлтĕр йĕрĕ» чупу сывă пурнăç йĕркине тытса пыракансен чи юратнă спорт мероприятийĕ пулса тăчĕ. Старта тухакансен йышĕ çултан çул ÿссех пырать", — терĕ спорт министрĕ Сергей Шелтуков.

Ăмăртăва хутшăнакансен шучĕ кашни çул нумайланать. Калăпăр, 2016 çулта пирĕн республикăра йĕлтĕр çине 56 пин ытла çын тăнă, пĕлтĕр — 59 пине яхăн. Кăçал çак хисеп 60 пинрен те иртессе шанаççĕ йĕркелÿçĕсем.

Яланхи пекех чупу кашни-хулапа районта иртĕ. Республикăри тĕп лапам вырăнне Шупашкарти аэропорт çывăхĕнчи пушă хире суйланă. Чылайăшĕ ăна «Шупашкар: 500 çул» паркра ирттерме сĕнет, анчах, Шупашкарти физкультурăпа спорт управленийĕн пуçлăхĕ Александр Малов каланă тăрăх, унта строительство ĕçĕсем пынă май ăмăрту ирттерме майсем çукрах. Заявкăсене «Энергия» спорт шкулĕнче йышăнаççĕ.

Районсемпе хуласенче çак ăмăртăва хăйне евĕрлĕ ирттереççĕ. Сăмахран, Канашпа Çĕмĕрлере кăçал шкул ачисем эстафетăра вăй виçĕç. Хăш-пĕр районта шкул çулне çитменнисем валли уйрăм чупу йĕркелеççĕ. «Йĕлтĕр йĕрне» ялсенче ирттерес йăла та вăй илсе пырать. Акă Етĕрне районĕнчи Йăванскипе Мăн Явăшра пурăнакансем яланхи пекех йĕлтĕр сырса тухĕç. Ăмăрту программипе килĕшÿллĕн массăллă старта тухакансем 3 çухрăма парăнтарĕç, хăюллисем 5-10 километрлă дистанцисенче тупăшĕç.

Андрей МИХАЙЛОВ.