Комментари хушас

1 Нарăс, 2018

Тăван еншĕн тунсăхлаççĕ

Чăваш Енрен аякра тĕпленнĕ йăхташăмăрсем тăван чĕлхешĕн, тăван халăх кльтуришĕн питĕ хытă тунсăхлаççĕ. Çакна Питĕр хулинче пурăнакан чăвашсемпе тĕл пулсан аван туйса илтĕмĕр.

Кăрлач уйăхĕн 27-28-мĕшĕсенче Санкт-Петербургра Чăваш наци конгресĕн РФ Президенчĕн грантне тивĕçнĕ «Раççей халăхĕсен пуянлăхĕ — Раççей пуянлăхĕ» проекчĕпе килĕшÿллĕн «Раççей халăхĕсен нумай нациллĕ культури» марафон старт илчĕ. Икĕ кун хушшинче йĕркеленĕ тĕрлĕ мероприятие Питĕр хулинче тата Ленинград облаçĕнче пурăнакан чăвашсем çеç мар, ытти халăх çыннисем те йышлăн хутшăнчĕç.

«Буревестник» культура центрĕнче иртнĕ гала-концерта, сăмахран, йăхташмăрсем виççĕре яхăн пухăнчĕç. Концертра Чăваш Енри, Питĕр хулипе облаçĕнчи, Тутар, Пушкăрт Республикисенчи, Чĕмпĕр, Самар, Пенза облаçĕсенчи, ытти регионти юрăçсемпе ушкăнсем пултарулăхĕпе паллаштарчĕç. Уява килнĕ çынсем те пĕр вырăнта чăтса лараймарĕç, артистсемпе пĕрле юрларĕç, ташларĕç. Концерт хыççăн та вĕсем саланма васкамарĕç.

— Тавах Чăваш наци конгресĕн хастарĕсене пире çакăн пек уяв туса панăшăн. Паян çакăнта ентешĕмĕрсемпе тĕл пулни çывăх çынсемпе курса калаçнăнах туйăнчĕ. Чăваш сăмахĕсене илтни чĕрене çу сĕрнĕ пекех пулчĕ, — пĕри те тепри çĕкленÿллĕ кăмăлпа калаçрĕç Питĕрти йăхташăмăрсем.

 

Зоя ЯКОВЛЕВА сăн ÿкерчĕкĕ.

Рубрика: 
Теги: