Комментари хушас

Вăрмар районĕнчи Кивĕ Мăнтăр ялĕнче 45-ри арçын шыв ăсма кайсан пусса кĕрсе ÿксе вилнĕ.

Арçын кăрлачăн 26-мĕшĕнче çухалнă. Ăна тепĕр кунхине, кăнтăрла, çеç тупнă. Çăла бетон плитасенчен хăпартнă, шыв тарăнăшĕ — 3 метр. Малтанлăха палăртнă тăрăх, арçыннăн ури шуса кайнă. Пусса кĕрсе ÿксен вăл хăй тĕллĕн тухайман.

Хальлĕхе инкек криминаллă пулнине нимĕн те çирĕплетмест. Ĕç-пуçа малалла тĕпчеççĕ.

Ирина КОШКИНА. Sovet-ingenera.com сайтри сăн ÿкерчĕк.