Комментари хушас

26 Кăрлач, 2018

Пĕрле аксан аванрах

Сывлăх сунатăп. Хулари тĕркешÿ-хĕвĕшÿ йăлăхтарнăран арăмпа яла пурăнма куçрăмăр. Халĕ хамăрăн çурт та, пахча та пур. Выльăх-чĕрлĕх, кайăк-кĕшĕк усрама пуçласшăн. Выльăх апачĕ валли пахчара мĕнле курăк аксан аванрах- ши? Тата çак ĕçе тĕрĕс мĕнле пурнăçламалла?

Николай ЕФРЕМОВ, Куславкка районĕ.

Вулакан ыйтăвне Валентин ВИКТОРОВ агроном хуравлать:

— Выльăх апачĕ хатĕрлеме 3-4 тĕрлĕ курăка хутăштарса акмалла. Пахчари çĕре кĕркунне чавса е сухаласа хăвармалла. Курăка пуш уйăхĕнче акмалла. Вăрлăха, тикĕс акăнтăр тесе, хăйăрпа /1:5 шайлашура/ хутăштармалла. Акнă хыççăн каткана хăйăрпа шыв тултармалла та акнă çĕр тăрăх кустармалла. Кун пек акнă вăрлăх типмест, лайăхрах шăтса тухать. 1 сотăй çине вăтамран 100 грамм вăрлăх каять. Килти пахчасене ытларах люцернăпа /нумай çул ÿсекен курăк/ хутăш пĕр çул ÿсекен викăпа сĕлле /1:3/ акаççĕ. Люцерна пĕрремĕш çулĕнче вăйлах аталанаймасть, пĕр çул ÿсекен курăксем вара аванах çитĕнĕç. Вика — 1, сĕлĕ 3 кг кирлĕ пулĕ. 1 гектар люцерна акма 12-14 кг вăрлăх кирлĕ. Чи пĕлтерĕшли — акнă хыççăн çĕре пусăрăнтарма, тикĕслеме манмалла мар. Кун пек чухне курăк часрах йăл илет. Пĕрремĕш çулхине курăка çу каçипе икĕ хутчен çулса илсен те çитет. Люцерна тымарĕ лайăх çирĕпленсе çиттĕр тесен курăка ÿснĕ-ÿсменех ан çулăр, кăштах тăхтăр, хытасса кĕтĕр. Вăрлăха ятарлă лавккасенче илмелле. Сертификатлă вăрлăхсене кăна туянма тăрăшмалла.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.