Комментари хушас

29 Раштав, 2017

"Çамрăксен хаçачĕпе" 77-ри кинемей ташланă

"Ман ачалӑх пулман, ҫамрӑклӑхпа савӑнса юлайман. Ҫавӑнпа халь май пур таран хавасланма тӑрӑшатӑп", - тенĕ ĕнер Шупашкарти каçхи клубсенчен пĕринчи ташă каçне хутшăннă Элĕк районĕнчи Хурасанти 77 çулти Надежда Афанасьева.

Чăваш тумĕ тăхăннă, çăпата сырнă кинемей унта "Хыпар" издательство çурчĕн "Çамрăксен хаçачĕн" туслă йышĕпе çитнĕ. Журналистсемпе Надежда Дмитриевна виççĕмĕш хут ĕнтĕ ташлама каять. "Кинемипе пĕрле ҫамрӑксем карталанса ташларĕҫ, пĕри те тепри ыталаса сывлӑх сунчĕ ӑна. Çынсем унпа тăрса сăн ÿкерĕнчĕç. Вӑл дискотека ҫӑлтӑрĕ пулчĕ ĕнер", - каласа кăтартрĕ "Çамрăксен хаçачĕн" редакторĕ Алина Изман. Сцена çине тухса кинемей юрă шăрантарнă.

Надежда Афанасьева "Çамрăксен хаçатне" чылай çул ĕнтĕ юратса вулать. "Çакă çамрăклатать те мана", - те шÿтлесе, те чăнласах сăмахлать вăл.

Хăйĕн юратнă хаçатне 77-ри кинемей ташă каçĕнчи çамрăксене те вулама чĕнсе каланă, унпа туслашсан вĕсен те ĕмĕрĕ вăрăм пулассине палăртнă вăл. 

Рубрика: 
Теги: