Комментари хушас

8 Çу, 2014

Уява хатĕрленет ветеран

Сĕнтĕрвăрри районĕнче Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин 835 ветеранĕ пурăнать, вăл шутра инвалидсемпе вăрçа хутшăннисем - 39 çын. Халăха социаллă пулăшу паракан центр ĕçченĕсем Çĕнтерÿ кунĕ умĕн вĕсене çулсеренех киле пырса саламлаççĕ. Çу уйăхĕн 5-мĕшĕнче центрăн пай пуçлăхĕ Татьяна Жукова тата Ираида Охоткина специалист çак тивĕçе пурнăçламашкăн ирех çула тухнă. Вĕсем Сĕнтĕрвăрри хулинчи 35 ветеран патне çитме палăртнă. Чăваш Ен Пуçлăхĕн саламлă открыткине, парне хутаççине хисеплĕ çынсем патне çитернĕ май ватăсен сывлăхĕпе кăсăкланаççĕ, Çĕнтерÿ парадне йыхравлаççĕ хĕрарăмсем. Соцĕçченсемпе пĕрле эпир те вăрçă паттăрĕсем патне кĕрсе куртăмăр.

88-ти Николай Тихонов хăнасене кăкăр тулли орден-медальпе, çар тумĕпе кĕтсе илчĕ. Ветеран çулсеренех парада хутшăнать, унта сăмах калать.

«Вăрçă пуçлансан пире, шкул ачисене, нимĕç чĕлхи учителĕ хăйĕн предметне тăрăшсах ăша хывма ыйтатчĕ. «Тыткăна лексен тăшман мĕн калаçнине ăнланма пулать хăть», - тетчĕ. 1942 çулта 7-мĕш класс пĕтернĕ хыççăн химзаводра ĕçлерĕм. Вăй питти çынсем юлманран пире йывăр килчĕ, талăкра 12-шер сехет ĕçлеттĕмĕр», - аса илчĕ ветеран. ФЗОра машинист ăсталăхне алла илнĕскере 1943 çулта фронта илсе кайнă. Кайран, ятарлă курс пĕтернĕ хыççăн, вăл танкист-пулеметчик пулса фронта кĕнĕ. Кенигсберг, Ленинград таврашĕнчи, Инçет Хĕвел тухăçĕнчи çапăçусене хутшăннă.

Николай Павловичăн иккĕмĕш мăшăрĕ /пĕрремĕшĕ чылай çул каялла çĕре кĕнĕ/ Варвара Козловская - вырăс хĕрарăмĕ, Рязань облаçĕнче çуралса ÿснĕ. Вăрçă вăхăтĕнче вăл, 6-ри ача, амăшĕпе пĕрле баржа турттарнă. Тыткăна илнĕ нимĕç салтакĕсене юхан шыв урлă каçарни хĕр ача асĕнче ĕмĕрлĕхе юлнă. «Пирĕннисене пăхма хăрушăччĕ: йăлтах суранланса, юнпа вараланса пĕтнĕччĕ, тумĕ çĕтĕк-çурăк... Кусен вара сăнĕ-пуçĕ те, çи-пуçĕ те тап-тасахчĕ...» - аса илчĕ Варвара Павловна.

Кăмăллă мăшăрпа сыв пуллашса малалла çул тытрăмăр. Екатерина Харитонова вăрçă пуçланнă çул 16-ра пулнă. 1944 çула çĕвĕ мастерскойĕнче ĕçлекенскер патне вăрçа кайма повестка килнĕ. Унпа пĕрлех цехри тăватă хĕрĕн те ят тухнă: ыранах фронта тухса каймалла.

«Çул çинче тăршшĕпе макăртăмăр. Пире типĕ апат пачĕç. Эпĕ ăна çимерĕм, атте валли упрарăм. Канашра вăл ĕçлекен завода шыраса тупрăм. Аттепе нумай калаçса тăраймарăмăр, хыттăн ыталанса уйрăлтăмăр», - калаçрĕ ветеран.

Сĕнтĕрвăрри хĕрĕсене Чĕмпĕре радиотелеграфиста вĕренме янă. Виçĕ уйăхран, 1945 çулти нарăсра, Харитонова рядовой связист фронта кĕнĕ.

Фашистсене çапса аркатнă ырă хыпара вăл Гермарире илтнĕ. Аслă Çĕнтерÿ хыççăн çамрăк радисткăна яппун вăрçине янă. «Пире выльăх турттармалли вакунра илсе кайрĕç, вăл чÿречесĕрччĕ, хĕвел çути те кĕместчĕ. Çул çинче пынă чухне самолет сассине, снаряд çурăлнине илтрĕмĕр. Хĕрсенчен пĕрин кĕлĕ кĕнеки пурччĕ. Пурте мана: «Катя, вула», - терĕç. Тĕттĕмре курмастăп... Хамăр пĕлнĕ пек кĕлĕ каларăмăр. Тен, çакă та пире çăлса хăварчĕ? Пирĕн эшелон çине бомба пăрахма тытăнсан вакунран тухса чупрăмăр, сăрт-ту хушшинче пытантăмăр. Вилесем, аманнисем речĕ-речĕпе выртатчĕç...» - сÿтĕлчĕ аса илÿ çăмхи.

Маньчжурире хĕрсем яппун вăрçи çĕнтерÿпе вĕçленнине пĕлнĕ. Салтаксене киле яма хатĕрленĕ. Демобилизаци хыççăн Шупашкартан Сĕнтĕрвăррине çурран утма тивнĕ. «Киле çĕрле пырса кĕрес килетчĕ. Паллакансем курасран темшĕн шикленнĕ. Çар форминчен вăтаннă-ши? Эпĕ гимнастеркăпа, чĕр куççи таран юбкăпа, кирза атăпа таврăнтăм. Алăк урати урлă каçсанах тумтире улăштарса тăхăнтăм. Чылайччен упрарăм ăна», - шухăша каять тĕрлĕ медале тивĕçнĕ ветеран.

Анна Иванова патне те çитрĕмĕр соцĕçченсемпе пĕрле. Паттăр хĕрарăм çинчен вĕсенчен чылай ырă сăмах илтме тÿр килчĕ. Выçлăха, сивве, Ленинград блокадине тÿссе ирттернĕ Анна Ивановна, Беларуç, Украина, Польша çĕрĕсене ирĕке кăларнă çĕрте хутшăннă. Çĕнтерÿ çинчен Германири Галла хулинче пĕлнĕ вăл. Çакăнтах пулас мăшăрĕпе, вăрçă вут-çулăмĕ витĕр тухнă Николай Ивановичпа, паллашнă.

Кашни ветеранăн - хăйĕн историйĕ, шăпи... Ватă çыншăн парнерен те ытларах тимлĕх, сума суни пахарах. Патшалăх пулăшăвне, çывăх çынсен чун ăшшине туйсах тăччăр вĕсем.

 

Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.