Комментари хушас

29 Раштав, 2017

Кăтартусене чакармалла мар

Паян Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Правительство çуртĕнче лару ирттерчĕ.

Раштав уйăхĕн 27-мĕшĕнче РФ Президенчĕ Владимир Путин Федерацин Патшалăх Канашĕн пĕтĕмлетÿ ларăвĕнче Чăваш Республикин инвестици сферинчи çитĕнĕвĕсене пысăка хурса хакланине видеоролик пулăшнипе паллаштарчĕ. М.Игнатьев унта хутшăннă.

"Владимир Владимирович Чăваш Ене инвестици илĕртÿлĕхĕн тăрăмĕнче малта пыракан регионсен йышне кĕнине палăртрĕ, — терĕ вăл. — Тĕрĕсех ĕнтĕ, пирĕн республика çак рейтингра çĕршыври 85 регион хушшинче 2015 çулта 9-мĕшчĕ, пĕлтĕртенпе 6-мĕшĕнчен 2-мĕш вырăна çĕкленчĕ. Çакă пурсăмăра та малалла ăнтăлма, тĕллевлĕ ĕçлеме хавхалантарать".

Михаил Игнатьев çулталăкри ĕç-хĕле пĕтĕмлетрĕ, федераци программисем ăнăçлă пурнăçланнине, экономика сферинчи чылай отрасль ÿсĕмлĕ аталаннине палăртрĕ. Çав вăхăтрах çитменлĕхсем те çук мар. Пурăнмалли çурт-йĕр тăвассипех акă плана тултарман. Çитес çулхи тĕллевсене пурнăçлама та çăмăлах пулмĕ. Анчах кăтартусене чакарас марччĕ терĕ.