Комментари хушас

19 Раштав, 2017

Хăвăрт çÿрекен кукамайсем

«Кукамай хăвăрт çÿреме пултарĕ-и вара?» - тесе тĕлĕнĕ ахăртнех вулаканăм. Сăмах кунта Шупашкарти халăха социаллă пулăшу паракан комплекслă центрта 2016 çулта йĕркеленĕ «Экспресс бабушки» проект пирки пырать.

Унпа килĕшÿллĕн 21 кукамай – волонтер /вĕсен йышĕнче шкулта, медицина сферинче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнисем ытларах/ çамăрк ашшĕ-амăшне ачасене садикрен илме, шкултан кĕтсе илме, уроксем тума пулăшаççĕ, вĕсемпе уçăлса çÿреççĕ. Çынна усă тунăшăн питĕ хĕпĕртеççĕ кукамайсем. Килте тăватă стена хушшинче тунсăхласа ларас вырăнне вĕсем çемье ăшшине туяççĕ.

Паян Халăха социаллă пулăшу паракан косплекслă центрта кукамайсемпе çемьесем тĕлпулчĕç. Тĕрлĕ вăйă вылянă хыççăн малашлăх планĕсене сÿтсе яврĕç. Шупашкар хула администрацийĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен пайĕн пуçлăхĕ Галина Васильева хисеплĕ кукамайсене ятарлă тум парнелерĕ. Унта «Кĕмĕл волонтер» тесе çырнă. Кăкăр тĕлне вара тăмана ÿкерсе хунă. Кукамайсем анлă тавра курăмлă, ăслă тенине пĕлтерет вăл. Çитес çул, Ырă тăвакансен çулталăкĕнче кукамай-волонтерсен йышĕ ÿсессе шанаççĕ асăннă центрта ĕçлекенсем. Тĕлĕнмелле çак кукамайсем пирки «Хыпар» хаçатăн çитес кăларăмĕнче тĕплĕнрех вуласа пĕлме пулĕ.

Теги: