Комментари хушас

«Шупашкар-Арена» пăр керменĕнче иртнĕ Раççей кубокĕнче çĕнтернисене çавăн пекех бронза матрешкăпа чысларĕç. Пьедестал çине тухакансене ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, РФ спорт кĕрешĕвĕн федерацийĕн пĕрремĕш вице-президенчĕ Омар Муртузалиев, РФ спортăн тава тивĕçлĕ мастерĕ Наталья Гольц, ЧР спорт министрĕ Сергей Шелтуков, ЧР кĕрешÿ спорчĕн федерацийĕн ертÿçи Алексей Лапшин, Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков саламларĕç.

Кавир çинче хĕрÿ тупăшу пулчĕ. АПШ, Эстони, Казахстан, Монголии, Испани çĕршывĕсенчен тата Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнчен килнĕ 150 спортсмен 8 ушкăнра вăй виçрĕç. Призерсен йышне пирĕн ентешĕмсем те лекрĕç. Канаш районĕн хĕрĕ Надежда Федорова 48 килограмлă виçере Олимп вăййисен чемпионкипе Виктория Энтонипе /АПШ/ кĕрешрĕ, анчах ăна парăнтараймарĕ. Вăл кĕмĕл медале тивĕçрĕ. Çак виçерех Канаш районĕнчи Шăхасанта çуралса ÿснĕ Алина Морева, хальхи вăхăтра Брянск облаçĕнче пурăнать, «бронзăллă» пулчĕ.

Çĕрпÿ хĕрĕ Анастасия Яковлева /тренерĕ — Ольга Смирнова/ виççĕмĕш вырăна тухассишĕн тупăшрĕ. 63 килограмлă виçере Ульяновск облаçĕнче пурăнакан чăваш хĕрĕ, 2016 çулта Олимп вăййисене хутшăннă Инна Тражукова палăрчĕ.

Владислав Сутормин, Казахстанри тренерĕ:

— Пирĕн çĕршыв чысне 11 спортсмен хÿтĕлерĕ, вĕсенчен пĕри кăна медаль çĕнсе илчĕ. Чăваш Енре эпир пĕрремĕш хут мар. Пирĕн хĕрсем çак чаплă керменте иртекен Раççей кубокне темиçе хут та хутшăннă. Кунта ăмăрту яланах питĕ интереслĕ иртет. Çамрăксен тĕрлĕ çĕршывран килнисемпе кĕрешсе вăя тĕрĕслеме май пур. Çавăн пекех çĕршыв кубокĕ спортпа концерт уявĕ евĕр иртни те илĕртет кунта. Тĕнче чемпионачĕсем те çакăн пек пысăк шайра иртмеççĕ.