Комментари хушас

30 Ноября, 2017 | Культура | конкурссем

"Хыпар" издательство çурчĕн "Чăваш хĕрарăмĕ" хаçачĕ Чăваш Республикинчи хĕрарăмсен союзĕпе пĕрле ирттернĕ "Аннепе пĕрле" сăн ÿкерчĕксен конкурсне пĕтĕмлетнине эпир пĕлтернĕччĕ. Паян "Хыпар" издательство çуртне конкурса хутшăннисем пухăнчĕç. Хаçатпа туслишĕн вĕсене издательство çурчĕн директорĕ - тĕп редакторĕ Татьяна Вашуркина тав тунă май хаçата çырăнакансем чăваш чĕлхине тĕрев кÿнине, "Чăваш хĕрарăмне" вулакансен йышĕ хушăнасса шаннине палăртса хăварчĕ.

Пуçтарăннисене çавăн пекех Чăваш Республикинчи хĕрарăмсен союзĕн председателĕ Алевтина Федорова, "Хыпар" хаçатăн тĕп редакторĕн çумĕ Геннадий Максимов, "Чăваш хĕрарăмĕн" редакторĕ Маргарита Ильина саламларĕç. Вулакансем енчен хаçатçăсене сĕнÿ паракан та пулчĕ: "Хыпар" издательство çурчĕн "Тăван Атăл" журналĕнче вĕсем çамрăк авторсен биографийĕпе паллашасшăн иккен. 

Аса илтерер: жюри Элĕк районĕнчи Шураçра пурăнакан Федоровсен çемйин сăн ÿкерчĕкне суйласа илсе ăна тĕп парнене - телевизора - пама йышăннă. Хавхалантару парни - путек  - Етĕрне районĕнчи Кивĕ Тинкешри Светлана Михайлова кил-йышĕ тивĕçрĕ. Ăна илмелли сертификата та паян пачĕç. Телевизор патне Федоровсем иккĕн килнĕ: районти пушар хуралĕнче ĕçлекен Сергей Алексеевич тата унăн ывăлĕ, Тавăт шкулĕнче 7-мĕш класра вĕренекен Саша. "Мамака та илсе килесшĕнччĕ, ÿкĕте кĕртеймерĕмĕр", - терĕ Сергей Алексеевич. "Хыпар" издательство çурчĕн пичет кăларăмне, чăн та, Федоровсен çемйинчи чи асли, Раиса Фадеевна (килес çул вăл 80 çул тултарать-мĕн) çырăнса илет. 

Хаçатăн конкурсне хутшăннă ытти çынна та хавхалантармалăх парнесем пачĕç. 

Сăн ÿкерчĕксем...
 

Вера ТИТОВА. Василий Кузьмин сăн ÿкерчĕкĕсем.