Комментари хушас

24 Чÿк, 2017

Янăш шкулĕ — 110 çулта

Пĕлÿ çурчĕн сумлă юбилейне паллă тума паян Янăш ялне çак шкулта ĕçленĕ, вĕреннĕ, унăн аталанăвне пысăк тÿпе хывнă çын чылай пуçтарăнчĕ. Çак йышра — Янăш шкулĕнче пĕлÿ илсе пурнăçăн анлă çулĕ çине тăнă Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, унăн мăшăрĕ, çак шкулта нумай çул ĕçленĕ Лариса Игнатьева, Чăваш Енри аслă вĕрентÿ заведенийĕсен ертÿçисем, министрсем, патшалăх влаç органĕсен представителĕсем тата ыттисем.

…Янăш шкулĕ 1907 çулта ку тăрăхри пуçаруллă хастарсем тăрăшнипе çирĕп пурăнакан Павел Назаров хресчен килĕнче уçăлнă. Пĕрремĕш çул 20 ытла ачана вĕренме илнĕ. Пĕлÿ тĕнчине вĕсене Чĕмпĕр чăваш шкулĕнчен вĕренсе тухнă 19 çулти Евдокия Иванова ертсе кайнă… Унтанпа пĕр ĕмĕр ытла вăхăт иртнĕ. Çак хушăра шкул аталанса çĕнелнĕ, унтан çĕр-çĕр пултаруллă çамрăк вĕренсе тухнă.

Паян Янăш ялĕнчи пĕлÿ çурчĕ — хальхи пурнăç ыйтнине туллин тивĕçтерекен вĕрентÿ учрежденийĕ. Кунта 16 ялти 117 ача вĕренет, шкул çумĕнчи ача садне 9 ялтан 40 ытла ача çÿрет. Пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан шкул çуртне Чăваш Республикин «Вĕрентĕве 2012-2020 çулсенче аталантарасси» патшалăх программипе килĕшÿллĕн хута янă. Икĕ хутлă вĕрентÿ заведенийĕнчи классем пысăк, çутă, пухусем ирттермелли, фитнес, сĕтелçи теннис, тренажер залĕсем, икĕ бассейн пур. Хушма вĕрентÿ ыттăмĕ те вăйлă аталаннă, тĕрлĕ кружок ĕçлет. Ашшĕ-амăшĕ каланă тăрăх — шкулта ачасене тарăн пĕлÿ илме, пур енлĕн аталанма тивĕçлĕ условисем туса панă.

Çавăн пекех Янăшри пĕлÿ çурчĕ çывăхри ялсенчи шкулсемшĕн — ресурс, ял çыннисемшĕн социокультура тата спорт центрĕ пулса тăрать.

2016 çулта шкула РФ Вĕрентÿ министрĕ Ольга Васильева килсе кайнăччĕ, вĕренÿ учрежденийĕн ĕçне пысăк хак панăччĕ.

Владимир ИВАНОВ, И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУ ректорĕ:

Янăш шкулĕнче ĕçлекен педагогсен 70 ытла проценчĕ пирĕн университетран вĕренсе тухнисем пулнине палăртма мана питĕ кăмăллă. Малашне те педагогика кадрĕсене хатĕрлес, вĕсен квалификаци шайне ÿстерес тĕлĕшпе тачă çыхăнса ĕçлессе шанатăп. Шкулăн илĕртÿллĕ сăн-сăпачĕ, ырă ят-сумĕ вĕрентекенсемпе вĕренекенсенчен килет. Çакна шута илсе эпĕ кунта яваплăха туйса ĕçлеме, тарăн пĕлÿ илме майсем çителĕклĕ пулни çинчен каласшăн.

Лев КУРАКОВ, Чăваш Республикинчи халăхсен ассамблейин председателĕ:

Республикăра ял шкулĕсене аталантарма тăрăшни питĕ савăнтарать. Янăш шкулĕнче Раççейĕн тивĕçлĕ гражданинĕсене çитĕнтерес тĕлĕшпе нумай ĕç тăваççĕ, ачасене пĕчĕкрен Тăван çĕршыва юратма, Раççей историне хисеплеме вĕрентсе ÿстерессишĕн тăрăшаççĕ. Пĕлÿ çурчĕ хăйĕн вĕренекенĕсемпе чăннипех те мухтанма пултарать. Вĕсен шутĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхне, Чăваш Енĕн социаллă пурнăçĕпе экономикин, кăмăл-сипет аталанăвĕн çул-йĕрне кăтартса пыракан Михаил Игнатьева палăртас килет.

Рубрика: 
Теги: