Комментари хушас

24 Чÿк, 2017

Пĕтĕм пурнăç тытăмĕ – хĕрарăм

«Амăшĕн чĕри – тĕлĕнтермĕшсен иксĕлми çăл куçĕ», — тенĕ француз поэчĕ Пьер-Жан Беранже. Унпа килĕшмесĕр тăма çук. Комсомольски салинче пурăнакан Валентина Митюкова та çакна çирĕплетет.

Лутрарах пÿ-силлĕ, тăпăл-тăпăл кĕлеткеллĕ, илемлĕ сăн-питлĕ Валентина Эбдиевнăпа темиçе çул каяллах паллашма тÿр килнĕччĕ. Пĕр фермер хуçалăхĕн бухгалтерийĕнче вăй хуратчĕ вăл ун чухне. Ăшă кăмăлĕпе, сăпайлăхĕпе тыткăна илнĕччĕ. Анлă тавра курăмĕпе, ăс-хакăлĕпе, илĕртÿлĕхĕпе хăй патнелле туртнăччĕ. Ун пек çынсемпе тата та тĕл пулас килет. Телее, сăлтав тупăннăччĕ. Валентина Митюкова тутарла лайăх пĕлет, ирĕклĕнех калаçать. Çавăнпа вăл эпĕ тутарсен йăли- йĕркине тĕпчесе статья çырма тĕв тусан тăлмачă пулма килĕшнĕччĕ. Тукай Мишер ялĕнче Валя аппапа пĕрле ирттернĕ кун халĕ те асăмран тухмасть…

Ялта пурăнакан хĕрарăм… Вăл хресчен те, кил хуçи хĕрарăмĕ те, нумай ача амăшĕ те. Нимĕнле ĕç те хăратмасть ăна. Хулио Торри философăн çакăн пек каларăш пур: «Хĕрарăма пÿрнĕ çут çанталăк вăйĕ аçа-çиçĕмпе, çилпе, электричествăпа тан». Йывăрлăхсем хĕрарăма тата вăйлăрах тăваççĕ, çирĕплетеççĕ. Çук, амăшĕ чапа тухасчĕ тесе çунмасть, пысăк наградăсене кĕтмест. Йăлтах тĕпренчĕкĕсемшĕн, савнă ачисемшĕн тăрăшса чун ыйтнипе тăвать. Чăн-чăн амăшĕ вара ачисемшĕн ĕмĕр тăршшĕпех тĕрек пулса тăрать. Валентина Митюковăна, тĕрĕссипе, Комсомольскинче пĕлмен çын та çук. Хăшĕсем ăна «Валентина Эбдиевна», теприсем «Валя аппа», нумайăшĕ вара сайра тĕл пулакан ашшĕ ячĕпе «Эбдиевна» тесе чĕнет.

Валентина Митюкова Комсомольски районĕнчи Виçпÿрт ялĕнче кун çути курнă. Унтах унăн ачалăхĕпе çамрăклăхĕ иртнĕ. Хăйĕн тăван кĕтесне Валентина Эбдиевна яланах ăшшăн аса илет. Тĕне кĕмен чăвашсен ялĕ пулнă вăл. Ашшĕн сайра тĕл пулакан ячĕ шăпах çакăнпа çыхăннă. «Пилĕк ачаллă çемьере çитĕнтĕм. Аттепе анне мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхтарнă. Выльăх-чĕрлĕх патĕнче тăрмашма уйрăмах кăмăллаттăм. Шкулта та лайăх вĕренеттĕм. Урмаел вăтам шкулне пĕтерсен ял хуçалăх техникумне зоотехника вĕренме кĕтĕм. Выльăхсене, чĕр чунсене сĕре юрататăп. Пытармастăп: ĕнесĕр пĕрре те пурăнман эпĕ. Вите тулли выльăх-чĕрлĕх пулсан чунăм савăнать», — хавхаланса калаçрĕ Валентина Эбдиевна.

Пулас мăшăрĕпе Виталий Герасимовичпа та вăл Комсомольскинчи Ленин ячĕллĕ колхоза /каярахпа «Комсомольский» совхоз пулнă/ зоотехника вырнаçсан фермăра паллашнă. Маттур хĕрарăм ĕмĕр тăршшĕпех тăван колхозра ĕçленĕ. Малтан зоотехник, каярахпа бухгалтер пулнă. Фермăра вăй хунă вăхăтрах вăл бухгалтер пĕлĕвне куçăн мар мелпе илнĕ. Пысăк коллективра пĕрле ĕçленисем ăна ăшшăн аса илеççĕ. Пăрчăкан пек вăр-вар Валя аппа пенсие тухсан та ĕçе пăрахман, «Минатуллин» фермер хуçалăхĕнче бухгалтерта вăй хунă. Унăн пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ — 50 çула яхăн. Ĕçри пуçарулăхĕпе хастарлăхĕшĕн ăна нумай-нумай хисеп хучĕпе чысланă, «Ĕç ветеранĕ» хисеплĕ ят панă.

Митюковсем 5 ача — 3 ывăлпа 2 хĕр — пăхса ÿстернĕ. Вĕсене пурне те тĕрĕс воспитани панă, аслă пĕлÿ илме пулăшнă, туй туса авлантарнă, качча панă, ура çине тăма тĕрев панă. «Ăмăрт кайăкĕсемпе» «чĕвĕлти чĕкеçĕсем» тахçанах тăван килĕнчен вĕçсе тухнă ĕнтĕ. Хăйсем çурт-йĕр çавăрнă. Кашниех юратнă ĕçĕнче вăй хурать. Аслă ывăлĕ Сергей Шупашкарта çыхăну тытăмĕнче тăрăшать. Марина — Россельхозбанкăн Комсомольски салинчи уйрăмĕн специалисчĕ. Ирина — инженер, Самар хулинче ĕçлесе пурăнать. Александр тăван саларах, «Кооператорта» вăй хурать. Владимир вара юратнă амăшне килти хушма хуçалăхра пулăшать. Сăмах май, хăй вăхăтĕнче Валентина Эбдиевнăна «Амăшĕн ырă тĕслĕхĕшĕн» /За благородный пример материнства/ Хисеп хучĕпе те чысланă. Вăл Каçал тăрăхĕнчи хĕрарăмсемшĕн кăна мар, республикăри амăшĕсемшĕн те ырă тĕслĕх пулса тăрать.

Кил хуçи хĕрарăмĕ нихăçан та алă усса ларман, яланах тĕпренчĕкĕсемшĕн тăрăшнă. Паян та вĕсемшĕнех хыпкаланать. Ара, хĕрарăмăн, амăшĕн чунĕ çавнашкал: мĕн виличченех ачисемшĕн кулянма пăрахмасть. Валентина Митюкова тивĕçлĕ канура пулнине пăхмасăрах тăван хуçалăхăн юхăннă лаша витине туяннă, выльăх-чĕрлĕх усрама пуçланă. Унăн килти хушма хуçалăхĕнче ĕне те, вăкăр та, сысна та, сурăх та чылай. Малалла вулас...

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.