Комментари хушас

16 Чÿк, 2017

Çеçпĕл çуралнă кун ячĕпе Шупашкарта митинг иртрĕ

Çеçпĕл Мишши поэт çуралнăранпа паян 118 çул çитрĕ. Сăнанă тăрăх — çанталăк çак кун кашнинчех ăмăр тăрать: е çумăрлă юр çăвать, е çил-тăман вĕçтерет. Эпир, чăвашсем, унăн вилĕмсĕр сăввисенчи ĕмĕчĕсене пурнăçа кĕртейменнишĕн, вăл хушнă пек хастар та хăюллă пулайманнишĕн поэт чунĕ макăрать пулĕ.

Çапах та Çеçпĕлĕмĕре манăçа кăларман-ха. Поэтăн тĕп хулари палăкĕ умне çулталăкра икĕ хут — çуралнă тата пурнăçран уйрăлса кайнă кунсенче — пухăнасси йăларан тухман-ха. Хальхинче çаплах пулчĕ. «Çĕн кун акин» йыхравçине пуç тайма чăваш ĕçĕн хастарĕсем пухăнчĕç.

Митинга И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн студенчĕсем — Зинаида Козлова ертсе пыракан «Юрай» ансамблĕн пикисем — илемлĕ юрăпа уçнă хыççăн Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ фонд директорĕ Валери Туркай, ЧР Культура министерствин пай пуçлăхĕ Кирилл Павлов, И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн ректорĕ Владимир Иванов, Чăваш халăх писателĕ Анатолий Кибеч, ЧНК вице-президенчĕ Владимир Тяпкин, ЧР Профессионал писательсен союзĕн председателĕ Геннадий Максимов, Чăваш халăх поэчĕ Юрий Сементер, Раиса Сарпи поэтесса сăмах каларĕç. Митинга пынисене Атнер Хусанкай ăсчахăн сăмахĕсем шухăша ячĕçех пулĕ. Атнер Петрович наци çĕкленĕвне чăваш чĕлхин чĕрĕлĕвĕнче курать. «Чĕлхесем вара хăрушлăхра, — терĕ вăл. — Кăвар чĕреллĕ чăваш ачи пирĕншĕн кулянать та, тарăхать те пулĕ. Эпир унăн шанăçне тÿрре кăлараймарăмăр. Тепĕр пилĕк çултан поэт çĕре кĕнĕренпе 100 çул çитĕ. Çав кун чăваш чĕлхине те «пытармалли» самант ан пултăрччĕ».

Рубрика: 
Теги: