Комментари хушас

15 Чÿк, 2017

Шупашкарти воспитатель Раççейрисемпе тупăшнă

Рязань хулинче "Çулталăк воспитателĕ - 2017" пĕтĕм Раççейри конкурс иртнĕ. Унта çĕршывăн 75 регионĕнчен хутшăннă. Йышра Шупашкарти 178-мĕш ача садĕнчи Наталия Машанова та пулнă. 

Маларах Наталия Машанова хулари тата республикăри конкурссенче мала тухнă. Çав вăхăтра вăл ăсталăх сехечĕсем ирттерсе ачасене аталантарассипе хăй ĕçленĕ опытпа паллаштарнă.

Раççейри конкурса хутшăнса ыттисен опычĕпе паллашма май килнишĕн Шупашкарти воспитатель хавхаланнă. Пĕрремĕш вырăна Орлов облаçĕнчи Дарья Курасова тухнă.

Рубрика: