Комментари хушас

9 Ноября, 2017 | Экономика | Анонс

Чÿк уйăхĕн 9-мĕшĕнче Правительство çуртĕнче ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин ертсе пынипе федерацин Атăлçи округĕн №ФАО№ субъекчĕсен ĕç тăвакан влаç органĕсен Ассоциацийĕн пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен ыйтăвĕпе лару иртрĕ.

Ассоциацие Шупашкарта пурлăхпа çĕр хутшăнăвĕсене тухăçлă аталантарма пулăшас тĕллевпе 2013 çулхи чÿк уйăхĕн 15-мĕшĕнче туса хунă. Унпа килĕшÿллĕн пĕр-пĕр регионта çулталăкра пĕрре пухăнса пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен тĕлĕшпе капланнă çивĕч ыйтусене сÿтсе явма йышăннă. ЧР Юстици тата пурлăх хутшăнăвĕсен министерстви ăнăçлă ĕçленĕрен опычĕпе тĕплĕнрех паллашас тĕллевпе ФАО субъекчĕсем кăçал каллех Шупашкарта пухăнма шухăшланă.

2014 çулта РФ Налук Кодексĕпе килĕшÿллĕн регионсем налук никĕсне палăртакан уйрăмлăхсене çирĕплетме тытăннă. Вĕсем кадастр хакне шута илсе куçман пурлăха çĕнĕ йĕркепе налук хурасси çине темиçе тапхăрпа куçаççĕ. «Кăçалтан çакнашкал налук хурассине 72 субъектра ĕçе кĕртнĕ, – терĕ И.Моторин ларăва уçнă май. – Вăл шутра, паллах, Чăваш Енре те. Çакă чи малтанах бюджета пуянлатма пулăшать».

Ларăва ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ – финанс министрĕ Светлана Енилина хутшăнчĕ. «Унччен пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен ыйтăвĕсемпе кашни регион хальхи пек пĕрлехи йышăнупа килĕшÿллĕн мар, хăй пĕлнĕ пек ĕçленĕ. Çавна май йăнăшасси те пулнă, – терĕ вăл. – Пĕр-пĕринпе канашлани пуриншĕн те усăллă».

ЧР Юстици тата пурлăх хутшăнăвĕсен министрĕ Наталья Тимофеева тĕп ыйтупа доклад турĕ. «Налук никĕсне палăртакан уйрăмлăхсене çирĕплетме пире республикăри Суту-илÿпе промышленноç палати те, общественноç та нумай пулăшрĕ, – терĕ Наталья Юрьевна. – Пирĕнпе кÿршĕллĕ республикăсен – Тутарстанпа Мордва, Пушкăртстан – опычĕпе те усă куртăмăр. Налук хумалли перечень хатĕрлерĕмĕр. Паян кунта килеймен субъектсем даннăйсем ярса пачĕç. Консолидаци бюджетне укçа ытларах хывма пулăшас тĕллевпе налук тытăмне çĕнетсех пыратпăр».

ЧР Юстици тата пурлăх хутшăнăвĕсен министерствин «Чăваштехинвентаризаци» учреждени директорĕ Мансур Башкртов федерацин 2016 çулхи утă уйăхĕн 3-мĕшĕнчи «Патшалăх кадастр хакĕ çинчен» саккунĕпе килĕшÿллĕн патшалăх кадастр хакне шутласа палăртасси çинчен каласа кăтартрĕ, налук тытăмĕ çĕнелнине палăртрĕ. Республика 2018 çулта Раççейри малтанхи регионсемпе пĕрле тĕп юсав объекчĕсен патшалăх кадастр хакне çĕнĕ йĕркепе палăртма хатĕрленет.

 

Валентин ГРИГОРЬЕВ.