Комментари хушас

9 Чÿк, 2017

«Трактористсем» «таса хутран» пуçлаççĕ

«Трактор завочĕсем» концерн предприятийĕсем йывăрлăхра пулни вăрттăнлăх мар. Вĕсем «Ростех» патшалăх корпорацийĕн управленине куçни концернăн Чăваш Енри предприятийĕсемшĕн шанăç çуратать. Паян ЧР Правительство çуртĕнче иртнĕ канашлура шăпах çак ыйтусене сÿтсе явнă. Унта Мускавран килнĕ хăнасем те — «Ростех» ПК, Тулашэкономбанк представителĕсем — хутшăннă. Канашлу хыççăн вĕсем, республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев журналистсен ыйтăвĕсене хуравларĕç.

Михаил Игнатьев предприятисемпе çыхăннă çивĕч ыйтусемпе чылайранпа ĕçленине палăртрĕ: «Эпир ку темăна куçран вĕçертмен — федераци центрĕн шайĕнче мĕнле йышăнусем пулнине пĕлсе тăратпăр. Урăхла каласан айккинчен сăнаса тăман — çак процеса тÿрремĕнех хутшăннă. Мĕншĕн тесен машиностроени паян çĕршывшăн чăннипех малашлăхлă отрасль шутланать. Çакна Шупашкара килсен федерацин промышленноç министрĕ те çирĕплетнĕччĕ».

«Ростех» корпорацин индустри директорĕ Сергей Абрамов республика ертÿлĕхне концерн предприятийĕсем тĕлĕшпе профессионалсен шайĕнче гражданла позици йышăннăшăн тав турĕ. Тата — «заводри çивĕч ыйтусене, çав шутра пĕчĕккисене те, татса пама хастар хутшăннăшăн».

- Трактор завочĕн технологисемпе тата кадрсемпе çыхăннă пысăк майĕсем пире паянхи çивĕч ыйтусене татса пама кăна мар, ыранхи куна çирĕп шанма май панине кăмăллăн палăртатăп, — терĕ Сергей Борисович. — «Ростех» корпораципе пĕрле Тулашэкономбанк паян «Трактор завочĕсем» концернăн мĕн пур подразделенине финанс енĕпе сыватмалли программа хатĕрлет. Ку Чăваш Енри предприятисене пырса тивет. Халех ăнланатпăр: çак предприятисем «Ростех» тытăмне ăнăçлă кĕрĕç, çапла вара пирĕн предприятисен хăвачĕ çине таянса шалти рынокра та, тулашри рынокра та çине тăрса ĕçлеме пултарĕç.

Тулашэкономбанк председателĕн заместителĕ Петр Золотарев укçа-тенкĕпе çыхăннă ыйтусене уçăмлатрĕ — концерн предприятийĕсене шăпах çак банк укçипе çĕнĕ хăват параççĕ-çке. Петр Сергеевич панкрутлăх процедурине пуçаракансен шутĕнче ВЭБ малтанхисен шутĕнче пулманни пирки асăрхаттарчĕ. Тулашэкономбанк вара концерна пур енлĕн пулăшать: «Çулталăк пуçламăшĕнче 5,7 миллиард тенкĕ уйăрнине ас тăватăр пуль. Çав шутран 3,8 миллиард тенке тавăрса памалли вăхăчĕ иртнĕ парăмсене татма янă. 1,9 миллиард тенкĕ — укçа çаврăнăшĕ валли. Чăн та, çак укçа тăкаксăр ĕçлемелли шая тухмашкăн çитеймерĕ. Панкрутлăх процедурин ытти пуçаруçин утăмĕсем пире предприятисене сыватмалли çул çине тăрас лару-тăру патне илсе çитерчĕç».

Концернăн пысăк парăмĕсем Тулашэкономбанкшăн та çăмăл çĕклем мар. «Апла пулин те эпир панкрутлăх процедури урлă финанс енĕпе сыватмалли йышăну турăмăр», — терĕ банк председателĕн заместителĕ. Ку процедурăсене пуçланă кăна-ха. «Ростеха» явăçтарса министерствăсемпе тата ведомствăсемпе пĕрле «çул-йĕр карттине» хатĕрленĕ. Халь оперативлă управлени механизмĕсене палăртаççĕ: «Çынсене ĕç укçине вăхăтра тÿлес ыйтусем чи малта пулĕç — текех парăмсем капланмалла мар». Предприятисене ăшăпа тивĕçтерес ыйтусене татса памалла. Çакăн валли 1,5 миллиард тенкĕ таран уйăрма палăртнă — укçана çывăх вăхăтра куçармалла.

Заводсен техника тивĕçтерĕвне, кадрсен компетентлăхне Тулашэкономбанкра та пысăка хурса хаклаççĕ.

Паллах, чăрмавсăр мар. Петр Золотарев унашкаллисен шутĕнче ресурссемпе тивĕçтерекенсенчен чылайăшĕн позицийĕ конструктивлă пулманнине асăнчĕ. Шăпах çавăнпа панкрутлăх процедурине пуçарма, «парăмсенчен тасалса пĕтĕмпех «таса хутран» пуçлама йышăннă. Çакă штрафсенчен, предприятисем илнĕ кредит ресурсĕсемшĕн капланакан пенясемпе процентсенчен хăтăлма май парĕ. Вĕсем вара куллен 30-шар миллион тенкĕ пухăнаççĕ иккен.

Чÿк уйăхĕн 30-мĕшĕччен предприятисем «Ростех» управленине куçаççĕ. Унтан вара патшалăх корпорацийĕ концерн менеджменчĕпе пĕрле аталану ыйтăвĕсемпе тÿрремĕнех ĕçлеме пуçлĕ.

Калаçăва концерн гендиректорĕ Альберт Баков та хутшăнчĕ. Вăл патшалăх предприятисене йывăр самантра пулăшма йышăннипе кăмăллă. 

 

Рубрика: