Комментари хушас

1 Чÿк, 2017

Иртнипе пуласлăх çурчĕ уçăлчĕ

Паян Шупашкарта ЧР патшалăх истори архивĕн çĕнĕ çурчĕ хута кайрĕ. Уяв хăйăвне касма федерацин архив агентствин ертÿçи Андрей Артизов, ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, ЧР Патшалăх Канашĕн председателĕ Валерий Филимонов, РФ Патшалăх Думин депутачĕ Николай Малов, ЧР культура министрĕ Константин Яковлев хутшăнчĕç.

"Архив кун-çулĕнчи питĕ пысăк пулăм ку. Çĕнĕ çуртра документсене упрама та, ĕçлеме те, çынсене йышăнма та услови çителĕклех. Архивитсене çĕнĕ проектсене пурнăçа кĕртме май парать", — терĕ Андрей Артизов пухăннисене саламланă май. Михаил Васильевич архив çуртне çĕнетмешкĕн республика бюджетĕнчен 100 миллион тенкĕ ытла уйăрнине пĕлтерчĕ.

Истори архивĕн директорĕн заместителĕ Федор Козлов каланă тăрăх, çĕнĕ корпусра 750 пин ытла документа упрама пулать. «Çуртăн пĕрремĕш хутĕнче — предприяти-организацирен килекен хутсем, иккĕмĕш хутра историшĕн пĕлтерĕшлĕ документсем упранаççĕ», — терĕ Федор Николаевич.

Çĕнĕ çуртра вулав залĕсем, акт залĕ, документсем упрамалли пÿлĕмсем, реставраци лабораторийĕ, курав залĕ валли вырăн тупăннă. Сăмах май, курав залĕнче «Иван Яковлевăн эткерлĕхĕ» экспозици уçăлчĕ.

Паянах çĕнĕ çуртра наукăпа практика конференцийĕ иртрĕ. Унта çĕршывăн 11 регионĕнчен килнĕ архивистсем хутшăнчĕç.

Наталья ГОЛОВИНА, Ямал-Ненец автономи округĕнчи архив службин ертÿçи:

Чăваш Ен архивисчĕсемпе чылай çултанпа туслă çыхăну тытатпăр эпир. Кунта пултаруллă та тăрăшуллă çынсем ĕçлеççĕ. Наука статйисем çыраççĕ, кĕнекесем кăлараççĕ, кандидат диссертацийĕсем хÿтĕлеççĕ. Архив ĕçне аталантарас тĕллевпе республика ертÿлĕхĕ те нумай ырă ĕç тăвать.

 

Теги: