Комментари хушас

28 Юпа, 2017

Чăваш наци конгресĕн президентне суйларĕç

Паян К.В. Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче Чăваш наци конгресĕн вуннăмĕш Аслă Пухăвĕ иртнине эпир пĕлтернĕччĕ

Аса илтерер: паллă самантсемпе çыхăннă вăл: шăпах 100 çул каялла чăваш халăхĕн пĕрремĕш Аслă Пухăвĕ пулнă, 25 çул каялла Чăваш наци конгресĕ йĕркеленнĕ. Конгресăн кун йĕркинчи пĕлтерĕшлĕ тата чăваш тĕнчин хастар ывăл-хĕрне çеç мар, конгресс ĕçне айккинчен сăнакансене те хумхантарнă ыйту президента суйласси пулчĕ.

ЧНКна ертсе пыма виçĕ кандидат сĕнчĕç: хальччен ку должноçе йышăннă Николай Угаслова, ЧР Патшалăх Канашĕн Аппарачĕн ертÿçи пулнă Анатолий Ухтиярова тата Ульяновск облаçӗнчи Чăваш наципе культра автономийӗн председательне Олег Мустаева. Юлашкинчен асăнни, Елчĕк çĕрĕ çинсе çуралса ÿссе Чĕмпĕр тăрăхĕнче хастарлăхпа палăракан ентешĕмĕр, хăй кандидатурине илчĕ. Çапла вара хăнăхнă лава туртма ытларахăшĕ Николай Угасловах шанас терĕ.

Василий АНДЮКОВ, Саратов облаҫӗнчи Калмантай чӑвашӗ:

- Саратовра маларах 8-9 чӑваш ялӗччӗ, халӗ 4 ҫеҫ. Ыттисем вырӑсланса, тутарланса пӗтрӗҫ. Калмантайра чӑвашлӑх упранать-ха. Аслӑ, вӑтам ҫулсенчи ҫынсем тӑван чӗлхепех калаҫаҫҫӗ, ачасем вара - ҫук. Тӑван чӗлхене упраса хӑварас тесен килте чӑвашла калаҫмалла. Ҫапла тусан чӑваш ҫӗр ҫинчен ҫухалмӗ.

Андрей ЯКОВЛЕВ, Крымри чӑваш пӗрлӗхӗн ертӳҫи:

- Чӑваш  чӗлхине манмастпӑр эпир. Вӑл аталантӑр тесе чылай ӗҫ тӑватпӑр. Уявсене ҫамрӑксене, ачасене явӑҫтарма тӑрӑшатпӑр. Мӗншӗн тесен вӗсем хӑйсем чӑваш пулнине ӑнланасшӑн мар. Ҫавӑнпа та Крымри тӗрлӗ тӑрӑхри чӑваш ачисемпе тӗл пулусем йӗркелетпӗр. Чӑваш культурине, йӑли-йӗркине упраса хӑварма тӑрӑшатпӑр.

Полина КИРИЛЛОВА, Пушкӑртстанри Пелепей хулинчи чӑваш гимназийӗн директорӗн ҫумӗ:

- Кӑҫал гимназире 150-а яхӑн ача вӗренет. Кунта тутарсем те, пушкӑртсем те, чикансем те пур. Ашшӗ-амӑшӗ чӑваш чӗлхине вӗренме килӗшсе заявлени ҫырчӗ. Кӑҫал сехет шучӗ кӑштах чакрӗ. Халӗ эрнере 2,5 сехет вĕренеççĕ. 

Галина ПЕТРОВА, Самар хулинчи "Илем" ансамбль ертӳҫи:

- Пирӗн ушкӑн пӗчӗк. Малтан эпир "Самар ен" ансамбле ҫӳреттӗмӗр. Ертӳҫи пурнăçран уйрăлчӗ те тӗрлӗ ушкӑна салантӑмӑр: " Тарават", "Хавас", " Илем", "Уяр". Ачасен ушкӑнӗсем те пур. Мана курса тӑвансем те чӑвашлӑх енне туртӑнма тытӑнчӗҫ. Акӑ Исаклӑ районӗнчи Александр Петров 3 ялта ансамбльсем ертсе пырать. Савӑнатӑп уншӑн. Ҫамрӑкра - вӑй.

Валентина ТАРАВАТ, Чӗмпӗр тӑрӑхӗнчи " Шанӑҫ" ансамбль ертӳҫи:

- Ку ансамбле хам йӗркелерӗм. 9 ҫул ӗҫлет вӑл. Унта аслисем те, ҫамрӑксем те ҫӳреҫҫӗ. Эпӗ хамӑн пурнӑҫа чӑвашлӑхпа ҫыхӑнтарнӑ. Чӗмпӗр тӑрӑхӗнче чи малтан вырӑс шкулӗнче чӑваш факультативӗ йӗркелерӗм. Пӗр вӑхӑтра 3 ансамбльпе ӗҫлерӗм. Ҫак ӗҫсене тумасан эпӗ чирлетӗп.

 

Рубрика: