Комментари хушас

19 Юпа, 2017

Президент хушăвĕсем ĕçлеме хистеççĕ

Раççей Президенчĕн «çу уйăхĕнчи» хушăвĕсем тивĕçлĕ шайра пурнăçланаççĕ-и? Палăртни вăя кĕрет-и? Çак ыйтусене паян ЧР ĕç тăвакан влаç органĕсем Президент хушăвĕсене пурнăçлассине йĕркелесе тăракан ĕç ушкăнĕн ларăвĕнче пăхса тухрĕç. Канашлăва Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин ертсе пычĕ.

ЧР строительство министрĕн пĕрремĕш çумĕ Максим Иванов Чăваш Енре граждансене авариллĕ çурт-йĕртен куçарма пуçарнă республика программине — РФ Президенчĕ палăртнă тĕллевсенчен пĕри — вĕçленнине çирĕплетрĕ. 2013-2017 çулсенче авари хăрушлăхĕ пур 172 пин ытла тăваткал метрлă çурт-йĕр фондĕнчен 13 пин ытла çынна пурăнмалли кĕтеспе тивĕçтерме палăртнă. Хальлĕхе 12800 ытла гражданин çĕнĕ хваттере куçнă. Çитес вăхăтра ыттисем те «çĕнĕ пÿртре» кĕреке пуçтарĕç.

«Пурте куçса пĕтсен кивĕ çуртсене пăсма пуçлатпăр», — терĕ Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков тĕп хулари лару-тăрупа паллаштарнă май. Анчах ку ĕç — çуртсене пăсса тирпейлесси — вăраха кайма пултарасси те шиклентерет. Мĕншĕн тесен хăш-пĕр çемье тĕрлĕ сăлтав тупса çĕнĕ хваттерсене куçасшăн мар. Хальхи вăхăтра влаç органĕсен йышăнăвĕпе килĕшменнисен 116 ĕçĕ судра выртать. Иван Моторин премьер-министр лару-тăрăва çивĕчлетесрен асăрханмалли çинчен аса илтернĕ май ку ĕçре кашни çыннăн шухăш-кăмăлне шута илме сĕнчĕ.

Улатăр хулинче пурăнакан пĕр çемьен ыйтăвне вара çитес вăхăтра Аслă судра пăхса тухмалла. Улатăр хула администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Юрий Ведин каланă тăрăх — ку çемьене программăн пĕрремĕш тапхăрĕ пурнăçланнă вăхăтрах хваттер пама йышăннă. Çемье лаптăксене пысăклатса икĕ пÿлĕмлинчен виççĕлли туса хунăран тавлашу сиксе тухнă. Тĕпрен илсен, Улатăр хули программăна вĕçленĕ. Палăртнă пекех кунта нумай хваттерлĕ 62 çуртра пурăнакан граждансене пурăнмалли кĕтеспе тивĕçтернĕ. Вунă çурта унчченех пăснине, тăххăрăшне раштавăн 31-мĕшĕччен пăсса тирпейлессине, 43 çурт шăпине çĕрсен çĕнĕ хуçисем татса парассине пĕлтерчĕ район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ.

2015 çулта республикăра нумай функциллĕ центрсен ĕç-хĕлне хак памалли тытăма аталантарма пуçланă. ЧР экономика аталанăвĕн министрĕ Владимир Аврелькин пĕлтернĕ тăрăх — кăçалхи тăхăр уйăхра 188 пин ытла çын НФЦ паракан пулăшу ĕçĕсене хаклама хутшăннă, вăтам балл 4,86-па танлашнă.

РФ Президенчĕн чылай хушăвне вăхăтра пурнăçа кĕртме май килнине палăртнă май Иван Моторин хăш-пĕр кăтартусемпе çине тăрса ĕçлемелли çинчен те асăрхаттарчĕ. Сăмахран, пысăк технологиллĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелес, производство индексне ÿстерес, инвестицисен калăпăшне пысăклатас, шалу виçине хăпартас тĕлĕшпе ытларах вăй хумаллине палăртрĕç канашлăва хутшăннисем.

Василий КУЗЬМИН сăн ÿкерчĕкĕ.