Комментари хушас

27 Авăн, 2017

Çĕре тирпейсĕр хуçасенчен туртса илмелле

Чăваш Енĕн Министрсен Кабинечĕн паянхи ларăвĕнче ял хуçалăх тĕллевлĕ çĕрсемпе тухăçлăрах усă курса пуянлатасси пирки çивĕч калаçу пулчĕ. Шел те, усă курман çĕрсен лаптăкĕ республикăра çав-çавах пысăк-ха. Пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министрĕ Наталья Тимофеева асăннă цифра — 50 пин гектар патнелле. Анчах муниципалитетсем çав лаптăксене тирпейсĕр хуçасенчен туртса илес енĕпе нимĕн те тумаççĕ. Унашкаллисенчен çĕр налукне 1,5 виçепе илмелли йĕрке пур — çакăнпа та усă курмаççĕ.

Михаил Игнатьев хытхура ашкăракан çĕрсен пысăк пайĕ шăпах муниципалитетсен харпăрлăхĕнче пулнине палăртнă май яваплăх пуласси пирки асăрхаттарчĕ. Хуçисем усă курман çĕрсене илес тĕк — ку енĕпе те вырăнти влаç енчен пуçарулăх кирлĕ — вĕсене витĕм кÿмелле: хăйсен акма-сухалама вăй çитмесен сутчăр, арендăна паччăр — пулăхлă çĕр усă кÿме тивĕç. Çĕр теми коррупципе тÿрремĕнех çыхăннине кура Михаил Васильевичăн кунта хăш-пĕр пуçлăхăн хăйĕн интересĕ пулма пултарассине те тĕшмĕртет. Хăлăхсăррисене "витĕм кÿмелли" мелсене илес тĕк — ку енĕпе Чăваш Енĕн тивĕçлĕ опыт та, механизмсем те пур. Вăл Муркаш районĕнчи Катькасра пулнă тĕслĕхе аса илтерчĕ: "Атăл çыранĕ çинчи ял хуçалăх çĕрне - 118 гектара — темиçе çын хăйсен харпăрлăхне регистрациленĕччĕ. 2 миллион тенкĕпе. Çав лаптăкăн рынок хакĕ вара — 118 миллион тенкĕ. Мана кам кăна витĕм кÿме хăтланмарĕ, кам кăна ыйтмарĕ пуль! Апла пулин те çине тăтăмăр, тивĕçлĕ суд практикине йĕркелеме пултартăмăр".

 

Рубрика: