Комментари хушас

10 Авăн, 2017

"Хыпар" издательство çурчĕн "Тантăш" хаçачĕ таджик хĕрĕпе паллаштарать

"Хыпар" издательство çурчĕн "Тантăш" хаҫачĕпе Чăваш наци телевиденийĕн "Акилбупсер" кӑларӑмĕ пĕрле хатĕрлекен "Туслăх унки" проект малалла ĕҫлет. Аса илтерер: ăна пурнăçа кĕртме республикăн Информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви социаллă пĕлтерĕшлĕ тесе хакланипе издательство çуртне хыснаран укçа та уйăрнăччĕ. 

Тунтикун, авăн уйăхĕн 11-мĕшĕнче 20 сехетре, кăларăм хӑни таджик хӗрӗ Мухра Расулова пулĕ. Ун пирки «Тантӑшӑн» 27-мĕш номерĕнче ҫырнăччĕ. Расуловсен çемйи Чăваш Ене 2011 çулта куçса килнĕ. Мухра икĕ çул тултарсан амăшĕ ăна тата пиччĕшне Мускава илсе килнĕ. Вырăсла мультфильмсем пăхса хĕр ача чĕлхене хăнăхнă. 2007 çулта вăл Мускаври шкула çÿреме пуçланă. Тăватă çултан Мухран ашшĕне юлташĕсем Чăваш Енри Хĕрлĕ Чутай районне куçса килме сĕннĕ. Çапла çемье Тралькасси ялĕнче çурт туянса унта пурăнма тытăннă. Кăçал Мухра Мăн Этмен шкулĕнче 10-мĕш класран вĕренсе тухнă.

 

Рубрика: 
Теги: