Комментари хушас

15 Çурла, 2017

Шупашкарти тĕп урамри кафе хуçисем ăçта пăхаççĕ?

Шупашкарти Ленин проспектĕнчи «Gallery» кафе умĕ тăр кăнтăрла юхăнса ларать. Çурчĕ чиперех-ха. Капмар та илĕртÿллĕскер аякранах куçа тăрăнать. Пĕр çуртрах «Чувашия» гостиница, тĕп почтамт вырнаçнă. Росреестрăн республикăри управленине те çавăнтан çÿреççĕ.

Хула варринчи илеме «Gallery» кафе сăнсăрлатнине «Хыпар» издательство çурчĕн ĕçченĕсем паян 11 сехет иртсен асăрханă. Вĕсен чунĕ чăтайман: фото ÿкерсе илнĕ.

Кафе хуçисемпе калаçас тесе ал айне лекнĕ телефон номерĕсемпе темиçе хутчен те шăнкăравласа пăхрăмăр, анчах е тытакан пулмарĕ, е лини вĕçĕнчи сасă: «Абонент сетьре мар», – тесе хуравларĕ.

Рубрика: 
Теги: