Комментари хушас

28 Утă, 2017

Çĕр йĕпе тăнипе чрезвычайлă лару-тăру йĕркине çирĕплетнĕ

Паян Правительство комиссийĕн ларăвĕнче республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Енре чрезвычайлă лару-тăру йĕркине пĕлтерме хушнă. Çакă ял хуçалăх культурисен вегетаци тапхăрĕнче çĕр йĕпе тăнипе çыхăннă.

Кăçалхи сивĕ, çумăрлă çанталăка пула çурхи культурăсене ытти чухнехинчен 2 эрне каярах — ака уйăхĕн 27-мĕшĕнче — акма пуçларĕç. Ку ĕç çĕртме уйăхĕн çурриччен тăсăлчĕ. Çакă, паллах, тыр-пул пуçтарса илес вăхăта витĕм кÿрет. Апат хатĕрлес ĕçе утă уйăхĕн 1-мĕшĕнче тин пуçăнма май килчĕ. Ку ĕç те пĕлтĕрхинчен çур уйăх кая юлчĕ. Унсăр пуçне вĕçĕ-хĕррисĕр çумăр выльăх апатне пуçтарса кĕртме чăрмантарчĕ.

Халĕ Чăваш Республикинче тыр-пул вырма пуçламан-ха. 2016 çулта çĕртме уйăхĕн 15-мĕшĕнче комбайнсем хире тухнăччĕ.

Тăпрари нÿрĕке пула ÿсен-тăран çитĕнеймест — тухăç чакать е çĕрсе пĕтет.

Федерацин гидрометеорологи тата мониторинг центрĕн кăтартăвĕ тăрăх, республикăра утă уйăхĕн 18-мĕшĕ тĕлне тăпрари нÿрĕк виçи нормăран 1,5-2 хут ытларах пулнă.

 

 

Теги: