Комментари хушас

7 Утă, 2017

Кăвакал тĕксĕр юлмĕ-и?

Кăвакал чĕпписем сăхса пĕр-пĕрин тĕкне татаççĕ. Апат рационне улăштармалла-ши?

ЛАРИСА.

Çакă организма кирлĕ япаласем çитменнипе çыхăннă паллах. Çапах та ку япăх çитернине е вĕсене вăхăт çителĕксĕр уйăрнине пĕлтермест. Ял хуçалăх тытăмĕн специалисчĕсем кайăк-кĕшĕке кавăнпа кабачок тăтăш çитерме сĕнмеççĕ. Вĕсем организмран микроэлементсемпе тăвар кăлараççĕ. Çав япаласем çитменнине пула кăвакал чĕпписем пĕр-пĕрин тĕкне татма пуçлаççĕ.

Çавнашкалах юнра арганин сахалли, микроклимат улшăнни те витĕм кÿрет. Уçă сывлăш çитмесен тĕк хуçăлма, тăкăнма пуçлать. Унсăр пуçне кайăк-кĕшĕк канăçсăрланса хăех тĕкрен хăтăлма хăтланать. Ыттисене те тапăнать вăл. Сăхса амантсан инфекци çакланас хăрушлăх пур.

Профилактика тĕлĕшĕнчен кашни кайăка эрнере пĕрре 1-2 пулă çитермелле, килька е мойва илсе пама юрать. Кăвакала шывра иштермелле. Ăна шапа хуранĕ хурса памалла. Унри белок кайăк-кĕшĕкĕн сывлăхне çирĕплетме пулăшать. Суранланнă кăвакала вара чир ертесрен таса вырăна хупмалла.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.