Комментари хушас

7 Утă, 2017

Ял-хула илемленĕ

РФ Правительствин кăçалхи нарăс уйăхĕн 10-мĕшĕнчи йышăнăвĕпе Раççейри субъектсене хула хăтлăхне йĕркелемелли патшалăх тата муниципалитет программисене пурнăçа кĕртмешкĕн федераци бюджетĕнчен субсиди памалли тата валеçмелли йĕркене çирĕплетнĕ. Чăваш Республикипе Раççей Строительство министерстви тунă килĕшÿ тăрăх çак тĕллевпе Мускав — 260,4 миллион, республика хысни 19,6 миллион тенкĕ уйăрма палăртнă.

«Планра палăртнă мероприятисене пурне те пурнăçламалла. Çакă влаç органĕсене халăх шанассипе çыхăннă», — терĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ведомствăсен хушшинчи «Хулан хăтлă хутлăхне йĕркелесси» приоритетлă проекта пурнăçлас енĕпе ĕçлекен комисси ларăвне уçнă май. Асăннă программăна кăçал Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар, Çĕмĕрле, Канаш, Улатăр хулисем тата Патăрьел, Куславкка, Сĕнтĕрвăрри, Çĕрпÿ районĕсем хутшăнаççĕ, ăна ĕçе кĕртмешкĕн 310 миллион тенке яхăн тивĕçеççĕ. Регион ертÿçи палăртнă тăрăх, кун пек чухне пахалăх ыйтăвĕ тĕп вырăн йышăнмалла.

ЧР строительство, архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Максим Иванов проекта район-хулара пурнăçлассипе çыхăннă мероприятисемпе паллаштарчĕ. Хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков пĕлтернĕ тăрăх, Шупашкарти урамсемпе халăх йышлă çÿрекен вырăнсене хăтлăлатмашкăн кăçал 100 миллион тенкĕ ытла хывмалла. Заявкăсене общество комиссийĕсем пăхса тухнă хыççăн муниципалитетăн кăçалхи программине нумай хутлă çуртсен картишĕсен 25 лапамĕ тата обществăн 3 вырăнĕ /К.Иванов скверĕ, «Мода çурчĕ» чарăну тата «Шупашкар» суту-илÿ комплексĕ çывăхĕнчи лаптăксем/ кĕнĕ. Вĕсене суйласа илнĕ чухне программа мероприятийĕсене укçа хывмашкăн çурт-йĕрĕн харпăрлăх хуçисем пĕтĕм тăкакăн 3 процентне саплаштарма йышăннине тĕпе хунă.

Михаил Игнатьев шухăшĕпе, хăтлăх кĕртмелли лаптăксене çирĕплетнĕ чухне халăх кăмăлне шута илмелле тата чылайранпа юсаман картишсем тĕлĕшпе тимлĕрех пулмалла. Хатĕрленÿ ĕçне уççăн та курăмлă йĕркелемелле.

Хула администрацийĕн пуçлăхĕ Ольга Чепрасова Çĕнĕ Шупашкара хăтлăлатассипе çыхăннă проектпа килĕшÿллĕн «Тĕкĕрç ращине», Атăл çыранĕн Винокуров тата Женя Крутова урамĕсен хушшинчи тăсăма, нумай хутлă çуртсен картишĕсен 16 лапамне тирпей-илем кĕртмешкĕн 48 миллион тенкĕ уйăрассине, асăннă ыйтупа кăçалхи çуркуннех хула çыннисемпе тĕлпулусем йĕркеленине пĕлтерчĕ.

Пĕтĕм Раççейри халăх фрон­чĕн, «Ĕçлĕ Раççей» общество организацийĕн регионти уйрăмĕсен, Чăваш Республикин общество палатин представителĕсем проекта ăнăçлă пурнăçламашкăн сĕнÿ-канаш пачĕç. Хăйсене канăçсăрлантаракан ыйту та сахал мар пулчĕ вĕсен. Пурне те уçăмлатма май килчĕ. Чăн та, картишсенчи парковкăна пырса тивекеннисĕр пуçне. Ăна татса парас тесен республика ертÿлĕхĕн кăна мар, архитекторсен пĕрлĕхĕн те тĕплĕн шухăшламалла…

 Валентина СМИРНОВА

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.