Комментари хушас

Утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен 2016 çулхи утă уйăхĕн 3-мĕшĕнче йышăннă 290-ФЗ ; саккунпа килĕшÿллĕн тĕрĕслевпе касса техникин çĕнĕ системи çине куçмалли вăхăт çитрĕ. Малашне налук органĕсене тÿлевсем çинчен калакан информацие онлайн режимпа электрон мелĕпе памалла. Çĕнĕлĕх çинчен Федерацин налук службин республикăри управленийĕнче ăнлантарса пачĕç.
Асăннă вăхăт тĕлне суту-илÿ сферинче ĕçлекен, унччен тĕрĕслевпе касса техникипе усă курнă организацисен, предпринимательсен ККТ паркне çĕнетмелле е ăна онлайн-кассăсемпе улăштармалла пулнă. Паян çĕнĕ технологи çĕршывĕпех ĕçлет ĕнтĕ. Раççей ФНСĕ 850 пине яхăн онлайн-кассăна регистрациленĕ, çакă ККТ паркĕн 75% танлашать. Онлайн-кассăсем налук службине куллен 70 миллион ытла чек пирки информаци параççĕ.
ФНС асăннă йышши кăтартусен вунă операторне тивĕçлĕ ирĕк панă, çак техникăна туса кăларакан 27 тытăма кассăсен 80 моделĕн реестрне кĕртнĕ. Çав шутра — 18 пин тенкĕ таран тăракан йÿнĕ кассăсем те. Пĕлтерĕшлĕ çĕнĕлĕх — Раççей ФНСĕн сайтĕнче ККТ кабинетне хута яни, ун урлă кассăна инспекцие каймасăрах темиçе минутра регистрацилеме пулать. Çĕнĕ технологи налук тÿлекен мĕн пур тытăмшăн конкурентлă пĕрешкел условисем йĕркелеме, суту-илÿ сферине уçăрах тума, бизнеса ытлашши отчетлăхран хăтарма пулăшасса шантараççĕ.
Çĕнĕ йĕркепе усă курнă май кашни аппарат тĕлĕшпе кулленхи режимпа касса отчетлăхĕн тăхăр формине хут çинче тытса пыма кирлĕ мар. Унччен вара çулталăкра отчетлăхăн 0,5 миллиард ытла документне хатĕрлеме тивнĕ. Бизнесшăн та ансатрах: регистраципе çыхăннă мĕн пур ĕçе «уйрăм кабинет» урлă туса пыма май пур, тÿлевсем çинчен калакан информаци те налук органĕсене онлайн режимпа хăй тĕллĕнех кайса тăрать. Çавна май малашне çĕнĕ технологи налук тÿлекен уйрăм категорисене налук отчетлăхĕнчен хăтарас ыйтăва пăхса тухассине те никĕслеме пултарать.
Саккунпа килĕшÿллĕн ККТпа «автономлă» режимпа та усă курма юрать. Кун пек чух информаци касса аппаратĕнче капланать, ăна налук тÿлекеншĕн меллĕ майпа налук органне яма пулать. Çав шутра — «уйрăм кабинет» урлă та. Çакнашкал режим инçетри вырăнсенче пурăнакан-ĕçлекен предпринимательсемшĕн пушшех меллĕ. Çыхăнупа сăлтавланнă кăлтăксем те ĕçе чăрмав кÿмĕç.
Реформăна 2014-2015 çулсенче Мускав хулипе облаçĕнче, Калуга облаçĕнче тата Тутарстанра сăнаса пăхнă, çĕнĕ технологи ăнăçлă пулни палăрнă.
Налук органĕсем регионсенче Раççей субћекчĕсем çĕнĕ йĕрке çине куçма хатĕррине тишкерекен оперативлă штаб йĕркеленĕ. Граждансемшĕн потребительсен прависене хÿтĕлемелли меллĕ механизм çурални те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Пĕр-пĕр тавар туяннă чух ФНСăн мобильнăй приложенийĕ урлă çак операци саккунлăхне тĕрĕслеме пулать. Тавар туянакана чек параççĕ, унта ятарлă код пур, ăна смартфон урлă тĕрĕслеме пулать. Хута чексăр та тĕрĕслеме пулать — ăна тÿрех электрон почтипе е телефон номерĕпе ярса пама пултараççĕ. Электрон чексене вара упрама лайăх — çухатас хăрушлăх пĕчĕк.
Налукçăсем çĕнĕ йĕрке çине куçмалли хăтлă условисем пуласса шантарни тÿрре тухать темелле. Çу уйăхĕн вĕçĕнчех официаллă ăнлантару кăларнă. Унта палăртнă тăрăх — налук тÿлекенсене çĕнĕ йĕрке çине куçмалли мерăсене вăхăтра йышăнсан административлă майпа явап тыттармаççĕ. ФНС пуçлăхĕ Михаил Мишустин службăн регионсенчи управленийĕсен ертÿçисене налук тÿлекенсем кивĕ ККТпах усă курмалли условисене тивĕçтерме хушнă — яваплăх пулмĕ. Калăпăр, предприниматель çав техникăна туянма саккас панă, анчах ăна вăхăтра илеймен. Кун пек тĕслĕхсенче кивĕ кассăсемпех ĕçлеме ирĕк пур. Вĕсемпе чек пичетлекен машина пек усă курма юрать. Чи кирли — тавар туянакана вăл укçа тÿленине çирĕплетекен чек памалла.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.