Комментари хушас

26 Çĕртме, 2017

Хăнасем Республика кунне хаклаççĕ

Зайтуна ЗАМОМОВА, Пушкăртстанри Давлеканово хулинчи «ДИМ» фольклор ушкăнĕн членĕ:

— Эпĕ Шупашкарта 2-мĕш хут, пирĕн коллектив — 3-мĕш хут: 2005, 2010, 2017 çулсенче Ресупублика кунне уявлама хутшăннă. Хальхинче эпир лармана пуçтарăннине кăтартрăмăр. Кавир тĕртнине, унтан юрта тунине сăнларăмăр. Ку композици пирĕн халăхăн тараватлăхне, культурине, йăли-йĕркине кăтартать. Темиçе хутчен те сцена çине тухрăмăр, ывăннине туймарăмăр.

Кермен ОЧИРОВА, Калмăк Республикинчи халăх пултарулăх çурчĕн уйрăм заведующийĕ:

— Эпĕ «Джангар» РФ тава тивĕçлĕ коллективпа пĕрле килтĕм. Унта 23 çын, ертÿçи — Анатолий Бадмаев. Вĕсем «Чечердык» /чĕтренни, силленни тенине пĕлтерет/ калмăк халăх ташшипе «Раççей çăлкуçĕсен» гала-концертне хутшăнчĕç. Кăçал çурла уйăхĕнче Чăваш Енре иртекен «Раççей тĕрĕкĕсем» фестивале те килме палăртнă, унта урăх коллективпа çитĕп. Пирĕн патра шăрăх тăрать, ывăнтарать ку. Çавнпа Шупашкарта сулхăн пулни маншăн чухах пулчĕ. Фейерверксен фестивалĕ уйрăмах нумайлăха асра юлмалăх туйăмсем парнелерĕ. Чăваш халăхĕ питĕ кăмăллă, çыннисемпе хутшăнма ансат. Эпир Лакрей вăрманĕнче 30 минутлăх концерт кăтартрăмăр. Куракансем пыра-пыра тав туни кăмăла çĕклерĕ.

Екатерина БОГАТОВА, Самар облаçĕнчи «Исаклинские росыпи» халăх хорĕн ертÿçи:

— Эпир хамăр тăхра анлă сарăлнă вырăс халăх юррисене, çавăн пекех вырăнти авторăн Александр Дмитриевăн, вăл пирĕн концертмейстер, шăрантаратпăр. Хорта 25 çын, вăл шутра – 3 арçын. Ушкăн 50 çул каялла йĕркеленнĕ, эпĕ ăна 3 çул ертсе пыратăп. Чăваш Республикин кунне уявлама килесси пирĕн йăлана кĕчĕ. Хальхипе эпир Шупашкарта 5-мĕш хут пултăмăр. Йĕркелÿ ĕçне пысăк шайра пурнăçлани килĕшет: аван пăхрĕçе, тутлă çитерчĕç, хăтлă пÿлĕмре пурăнтарчĕç. Çыннисем те тарават, хули питĕ хитре. Эпир пир-авăртан çĕленĕ тумтир, сувенирсем илсе тултартăмăр. Япаласен хакĕ йÿнĕ, пахалăхĕ лайăх пулни илĕртрĕ.

 

 

Рубрика: 
Теги: