Комментари хушас

10 Çĕртме, 2017

Муркашсем Акатуя пухăнчĕç

Паян республикăри 15 районта Акатуйсем иртеççĕ. Муркашсем те уявра савăнчĕç. Район çыннисене Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев саламларĕ. «Эсир пултаруллă та ĕçчен халăх. Йывăрлăха пăхмасăр район аталанăвĕшĕн вăй хурса тăрăшатăр. Республикăри тата çĕршыври конкурссенче мала тухатăр», — терĕ Михаил Васильевич.

Уявра çавăн пекех Муркаш районĕн ертÿçисем Игорь Николаевпа Ростислав Тимофеев, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Александр Федотов тата ыттисем сăмах илчĕç. Вĕсем район хастарĕсемпе ĕçре палăрнисене тĕрлĕ наградăпа чысларĕç. Сăмахран, «Колос» колхозра чылай çул трактористра ĕçленĕ Раиса Калинина «Муркаш районĕн Хисеплĕ гражданинĕ» хисеплĕ ята тивĕçрĕ.

Иштерек ялĕнче пурăнакан 73-ри Раиса Калининăшăн кăçалхи Акатуй уйрăмах пăлхануллă самант пулчĕ: «Колос» колхозра чылай çул трактористра ĕçленĕ хĕрарăма «Муркаш районĕн Хисеплĕ гражданинĕ» ятпа чысларĕç. Вăл 17-ре чухнех колхозра ĕçлеме пуçланă: малтан — прицепщикра, трактористсен курсĕ хыççăн руль умне ларнă. «Ун чухне хĕрарăмсем те трактор-машинпа çÿретчĕç. Нина Столярова, вăрçă вăхăтĕнчех тимĕр урхамаха парăнтарнăскер, мана тракторпа çÿреме, ăна юсама вĕрентрĕ. Садра, пахча çимĕç анисене сухалаттăм», — терĕ Раиса Ивановна. Вăл 2009 çулчченех вырăнти хуçалăхра ĕçленĕ. Халĕ те килти тракторпа ял çыннисен пахчисене сухаласа парать.

Марина СОКОЛОВА, Ильинка ял тăрăхĕнчи ТОС ертÿçи:

— Акатуй ял халăхĕшĕн чи кĕтнĕ те хаваслă уяв. Унта эпир кашни çул хутшăнатпăр. Хамăр ĕçĕ-хĕле пĕтĕмлететпĕр, ыттисен çитĕнĕвĕсемпе паллашатпăр. Калăпăр, çулленех ал ĕç ăстисемпе апат-çимĕç куравне йĕркелетпĕр. Пирĕн ял тăрăхĕнче фермерсем нумай. Вĕсем хăйсен хуçалăхĕсенче пахча çимĕçпе тырпул лартса çитĕнтереççĕ.

Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.

 

Теги: