Комментари хушас

26 Çу, 2017

Тăххăрмĕшсем паян экзамена ларнă

Тăххăрмĕш класс пĕтерекенсемшĕн паян яваплă тапхăр пуçланнă: шкул уратине ярса пуснăранпа çак таранччен ăша мĕн хывнине тĕрĕслеме вĕсем парта хушшине ларнă.

Чăваш Енри 600 ытла ача акăлчан чĕлхипе экзамен тытнă. Пĕлĕве тĕрĕслемелли пунктсене республикăри 12 вырăнта: Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар, Çĕмĕрле, Çĕрпÿ хулисенче тата Муркаш, Канаш, Вăрнар, Патăрьел районĕсенче - йĕркеленĕ.

Паянах чăваш чĕлхипе экзаменăн регионти тапхăрĕ иртнĕ. Ку предметпа пĕлĕве 350 ытла ача тĕрĕслеме килĕшнĕ. Вĕсем валли Çĕмĕрлепе Çĕрпÿ хулисенче тата Муркаш, Канаш, Вăрнар, Патăрьел районĕсенче экзамен тытмалли пунктсем хатĕрленĕ.

Тăххăрмĕшсен патшалăх аттестацийĕ çĕртмен 29-мĕшĕнче вĕçленĕ. Унта 11 пин ытла яшпа хĕр хутшăнĕ. Ачасен тăватă предметпа экзамен тытмалла. Математикăпа вырăс чĕлхипе пурин пĕлĕвне те тĕрĕслĕç. Тепĕр икĕ предмета ачасем хăйсем суйлаççĕ.

Сăмах май, республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев паян Шупашкарти 56-мĕш шкулта йĕркеленĕ экзамен пунктне çитсе курнă.

www.hypar.ru

Рубрика: