Комментари хушас

17 Çу, 2017

"Хыпар" издательство çурчĕн ĕçченĕсем сĕт хакне тĕрĕсленĕ

Паян Чăваш Енри тÿре-шараран тăракан икĕ ушкăн республикăн икĕ районне - Комсомольскине тата Етĕрнене - халăхран пухакан сĕт хакне тĕрĕслеме кăвак шуçăм киличченех тухса кайнă. Çав шутра "Хыпар" издательство çурчĕн представителĕсем те пур. 

Издательство çурчĕн директорĕ - тĕп редакторĕ Татьяна Вашуркина Етĕрне районĕнчи Ирçе ял тăрăхĕне çул тытнă. Унти халăхпа тата сĕт пуçтаракансемпе вăл ирхи 4 сехет те 30 минутрах тĕл пулнă. Татьяна Геннадиевна пĕлтернĕ тăрăх, 750 çын пурăнакан асăннă ялта - 360 хушма хуçалăх. Вĕсенче икшер ĕне тытакан та пур. Сĕт пуçтаракансенчен пĕри, "Трудовик" тулли мар яваплă общество, литрне 15 тенкĕпе туянать. Максимов уйрăм предприниматель 14 тенкĕпе пухать. Кунне вăл тăватă яла çитет. Сĕте Элĕке илсе каять. 

Ял халăхне сĕт хакĕ 13 тенкĕ юлать текен сас-хура сехĕрлентерет. 14-15 тенкĕ те вĕсене, паллах, тивĕçтермест. Ÿркенменнисем тата вăхăт пуррисем район центрне, Етĕрнене сутма çÿреççĕ. Унта 1,5 литр сĕте 50 тенкĕпе илнине хавасланса пĕлтереççĕ. Çул укçи тăкаклансан та, вăхăт иртсен те тупăшĕ ытлараххине палăртаççĕ вĕсем. Хĕлле хак 21 тенке те çитнĕ. "Ун пек усси пур ĕнтĕ. 15 тенкĕпе сутни мар", - тенĕ Надежда Иванова пенсионерка издательство çурчĕн директорне.  Хальхи вăхăтра кунсерен кинеми пĕрер витре сутать, ыттине пăрăва çитерет. Ял çыннишĕн сĕт укçи - самай тĕкĕ. Маларах асăннă Надежда Ивановăсен урамĕнче кăна 56 ĕне усраççĕ.

Ирçе тăрăхĕнчи уйрăм хушма хуçалăх тытакансемпе ирттернĕ тĕл пулăва Етĕрне район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ - ял хуçалăх пайĕн пуçлăхĕ Александр Семенов тата вырăнти ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Станислав Шишкин та хутшăннă. 

Сĕт хакне чакармалла маррине çу уйăхĕн 11-мĕшĕнче республикăн Правительствин Пуçлăхĕн çумĕ - ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов Йĕпреç тата Вăрнар районĕнчи сĕт пуçтаракансемпе канашлу ирттернĕ чух та асăрхаттарнăччĕ. Ку ыйтăва республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăй те сăнаса тăрать.  

www.hypar.ru