Комментари хушас

8 Çу, 2017

Çĕнтерÿ кунне Шупашкарта уявланине Наци телевиденийĕ тÿрĕ эфирта кăтартĕ

Çĕнтерÿ кунне Шупашкарта епле уявланине çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче тÿрĕ эфирта пăхма май килĕ. Хальхинче те ăна Чăваш наци телевиденийĕ трансляцилĕ.

Аса илтерер: çу уйăхĕн 1-мĕшĕнче Шупашкарта иртнĕ Çуркуннепе Ĕç уявне тÿрĕ эфирта кăтартнăччĕ. 

10 сехетре Мухтав монуменчĕ патне чечек хунине кăтартĕç. Шăп та лăп 12 сехетре республикăн тĕп хулинчи Хĕрлĕ лапамри савăнăçлă митинга тата пĕрлештернĕ полкпа çар техники иртинине тÿрĕ эфирта курма май туса парĕç. 13 сехет те 30 минутра уяв концерчĕ пуçланĕ. 14 сехетре Шупашкар урамĕсемпе "Вилĕмсĕр полк" утса иртĕ.

Тÿрĕ эфирта курма вăхăт тупайманнисем уявăн видеоверсийĕпе 19 сехет те 30 минутра паллашайĕç.

www.hypar.ru