Комментари хушас

17 Ака, 2014

Патăрьелсемпе Пăрачкавсем тырă акаççĕ

Çанталăка сăнакансем кăçал çулла шăрăх пуласса асăрхаттарнине çĕр ĕçченĕсем самантлăха та манмаççĕ. Çурхи кун çулталăк тăрантарнине асра тытса çĕр пичĕ кушăхсанах хире техника кăлараççĕ.

Республикăн çурçĕр енчи хăш-пĕр район уй-хирĕнче халĕ те тĕл-тĕл юр выртать пулин те, кăнтăр енче вăл кайса пĕтнĕ, лаптăксем çилпе, хĕвелпе хăвăрт типеççĕ.

Ака уйăхĕн 15-мĕшĕ тĕлне Пăрачкав районĕнчи «Никулинский» ЯХПКра Дмитрий Волков тата Александр Быков механизаторсем 45 гектар çинче урпа акнă. Хуçалăхăн кăçал 490 гектар çинче çур аки тумалла. Ăна вăхăтра пурнăçлама майсем çителĕклĕ. Техника та йăлтах юсавлă, сорта çĕнетме 20 тонна элита вăрлăх туяннă.

Патăрьелсем те вĕсенчен юласшăн мар, хальлĕхе 10 гектар çинче урпа акнă.

Елчĕксен кăтартăвĕ те савăнтарать. Хĕл каçнă культурăсемпе çĕр улми пулнă пусса минерал удобренийĕ сапнă. Вăл 5398 гектарпа е 93 процентпа танлашать. «Рассвет», «Колос», «Комбайн» ЯХПКсем, «Победа», «Клевер», «Нива», «АСК-Яльчики» ОООсем тата «Прогресс» АХО нумай çул ÿсекен курăксемпе кĕрхисене апатлантарса пĕтернĕ.

«Комбайн» ял хуçалăх кооперативĕ хирте нÿрĕк тытма пуçланă. Леонид Сусметов механизатор кĕрхи çĕртме пуссинче 28 гектар сÿреленĕ. Хуçалăх кăçал ака-суха лаптăкĕсене 2883 гектара çитернĕ, пĕлтĕрхинчен 14% пысăклатнă. Машина-трактор паркне çĕнетес тĕллевпе 16,3 млн тенкĕлĕх техника туяннă.

Муркаш районĕнчи «Оринино» кооператив ертÿçи Юрий Шишокин ĕçлекенсен пурнăçне лайăхлатассишĕн тăрăшать. Нарăсра вăл ĕç укçине 16% ÿстернĕ, акара 20% премипе хавхалантарать. Отпуск çумне пĕр шалу чухлĕ укçа хушать. Кунта кадр ыйтăвне татса панă, механизаторсем çителĕклĕ.

16 районта вăрлăха им-çамлаççĕ. Республикăра 3150 тонна хатĕр ĕнтĕ, вăл пĕлтĕрхи çак вăхăтринчен 6,5 хут нумайрах.

Çĕр улми яровизацилеме 13 район хутшăнать, çутă çĕре 9947 тонна вăрлăх кăларнă /2013 çулта - 2830/.

Кăтартусем пур енĕпе те пĕлтĕрхинчен лайăхрах пулин те /çакă çуркунне иртерех килнипе çыхăннă/, ĕç хăвăртлăхне чакарма, лăпланма юрамасть. Çанталăк ăшăтса пынă май çĕр хăвăрт пиçсе-пулса çитет. Механизаторсен хире тухма хатĕр пулмалла.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.