Комментари хушас

13 Ака, 2017

Салам, хĕвеллĕ Казахстан!

Казахстанăн Культура министерствипе тачă çыхăнса ĕçлекен казах, Казахстанăн пĕрремĕш президен­чĕн преми фончĕн лауреачĕ Арман Нурмакхаматул пуш уйăхĕн 19-30-мĕшĕсенче иртекен навруз-байрама чĕнсен шухăша путрăм. Ара, çулçÿрев укçи хамăртан-çке! Чылай шухăшласа çÿресен Казахстана кайма май пуррипе усă курас терĕм. Унашкалли тата хăçан пулĕ? Çĕнĕ çынсемпе паллашнине, урăх çĕршывсенчен килнĕ пултарулăх ушкăнĕсен юрри-ташшипе киленнине, Казахстан пуш хирĕпе утнине, авалхи истори палăкĕсене хам куçпа курнине нимĕнле укçапа та виçме çук. Алина Тайпи Интернетри манăн статуса вуласан хăйĕн хĕрне Вероника Пинеслу юрăçа манпа пĕрле инçе çула яма килĕшрĕ. Çамрăк тусăмпа вокзала билет илме вĕçтертĕмĕр. Пулать вĕт çавăн пекки! «Канаш – Омск — Астана» маршрутпа çÿрекен пуйăсра шăп та лăп икĕ билет юлнине пĕлсен питĕ тĕлĕнтĕмĕр. «Эппин, пирĕн Казахстана каймаллах», — тесе Вероникăпа пĕр-пĕрин çине пăхса йăл култăмăр. Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.